Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑклӑха (тĕпĕ: ҫамрӑклӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑклӑха, юратӑва аса илччӗр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана хам ҫамрӑклӑха аса илтернӗшӗн, мана хӑвна юратма ирӗк панӑшӑн…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӑваш литератури, Октябрь хыҫҫӑнхи ҫулсенче кӑна халӑх пурнӑҫне шанчӑклӑ тымар яма пуҫланӑ литература, ачалӑхран хӑвӑртах темелле ҫамрӑклӑха куҫрӗ, унтан, ҫулсерен вӑй илсе, пирӗншӗн пулсан вӑрӑмах ҫулне вӑй питти ҫын пекех утса пычӗ (чӑн та, терт-хӗн тӳсмесӗр мар), халӗ пысӑках утӑмсем тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чечек пек хитре ҫамрӑклӑха чӑн-чӑн юрату мӗн иккенне пӗлмесӗрех алӑ сулса ирттерсе ярасси ҫӑмӑл мӑр ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Камӑн ҫамрӑклӑха вӑрманти упа шӑтӑкӗнче ирттерес килтӗр!

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр енче райпо пуҫлӑхӗ хирӗҫ ларакан поссовет председательне хӗрсех тем тӑнлантарать, завод директорӗ ҫывӑхри колхоз председательне курорт шучӗпе астарать, икӗ хӗрарӑм главврачпа культура пайӗн заведующийӗ, ҫамрӑклӑха сыхласа хӑвармалли ыйтусене татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Ҫулсем иртнӗ май ҫамрӑклӑха ыррӑн аса илтерекен асамлӑ тӗлӗк, — пурнӑҫра хура-шурӑ курнӑ ҫын евӗрех калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Асамлӑ, ачалӑха аса илтерекен, ҫамрӑклӑха чӗнекен, илӗртӳллӗ, юмахри каҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ман шутпа, ҫамрӑклӑха ҫуркуннепе танлаштарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Юнкун сывлӑха ҫирӗплетессипе, ҫамрӑклӑха упрассипе ҫыхӑннӑ процедурӑсене тӑвӑр.

В среду удачно проводить процедуры, направленные на оздоровление и омоложение.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем хӗвел ӑшшине пайласшӑн пулнӑ та ҫамрӑклӑха кура пӗлеймен, хӗвел пайӑркисем ушкӑнне пӗр пек ӑшӑтаҫҫӗ, никама та уйӑрмаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унсӑр пуҫне аслӑ ҫулсенче ҫуратни хӗрарӑма ҫамрӑклӑха тӑсма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла е ҫуллансан? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Садри раковинӑран тухакан вальс кӗввисене пула (кунти икӗ краҫҫин лампиллӗ фонарь ҫеҫ ҫутатакан тусанлӑ аллея чухӑн пулсан та) яланлӑха иртсе кайнӑ вӑхӑтран — балри Платьен шурӑ аркипе суллакан ҫамрӑклӑха хаяррӑн аса илекеннисем те пулнӑ.

Были и такие, у кого звуки вальса из раковины в саду (несмотря на убожество пыльной аллеи под двумя керосиновыми фонарями) вызывали пронзительные воспоминания молодости, машущей из навсегда отлетевшего времени — белым шлейфом первого бального платья.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тепӗр чухне ун патне пӗтӗм кӗпӗрнерен пырса тулнӑ, ҫынсем вара килте вӗрентсе хатӗрленӗ музыка ҫемипе Рим ҫуртисем ҫатӑртатса ҫунакан ҫуртра ташланӑ, хавасланнӑ; халӗ те ӗнтӗ боярӑн пушанса юлнӑ ҫурчӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне пӗр карчӑк ҫеҫ мар иртнӗ вӑхӑта, иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑха аса илсе ассӑн сывлать пулмалла.

Бывало, вся губерния съезжалась у него, плясала и веселилась на славу, при оглушительном громе доморощенной музыки, трескотне бураков и римских свечей; и, вероятно, не одна старушка, проезжая теперь мимо запустелых боярских палат, вздохнет и вспомянет минувшие времена и минувшую молодость.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Рыцарӗн вӗресе тӑракан вӑйпа ҫамрӑклӑха палӑртакан таса та хитре пичӗ ҫумӗнче тутар хӗрарӑмӗн йывӑр пурӑнӑҫпа пӗтнӗ, шуралнӑ пичӗ пачах урӑхла курӑнать.

Свежее, кипящее здоровьем и юностью, прекрасное лицо рыцаря представляло сильную противоположность с изнуренным и бледным лицом его спутницы.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Икшер-виҫшер картлашка сиктерсе пусма тӑрӑх чупни, геометрипе кӑткӑсах мар задача шутлани — ҫамрӑклӑха пӗлтерекен темӗнле тӗлӗнтермӗш япалах мар.

Перескакивать через три ступеньки и даже решать геометрические задачи средней трудности — не бог весть какой признак молодости.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Хӗрхенме пӗлмен аттесен хыткукарлӑхне пула тата законсем ҫирӗппине пула эпир хамӑрӑн чи лайӑх ҫамрӑклӑха чухӑнлӑхра ирттеретпӗр, пушӑ ӗмӗтсемпе асапланатпӑр! — хушрӗ Луций Бестия, тин ҫеҫ пушатнӑ эрех куркине чӑмӑртаса.

— Кто беднее нас, осужденных скупостью бесчеловечных отцов и силою всемогущих законов проводить лучшие годы нашей юности в бедности, томясь неосуществимыми желаниями? — добавил Луций Бестия, оскалив зубы и судорожно сжимая чашу, только что им опорожненную.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӗрхенӗр ман ҫамрӑклӑха!

Пожалейте мою молодость!

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Вӗсем ман ҫамрӑклӑха пӗтерчӗҫ…

Они украли у меня молодость…

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хамӑн ҫамрӑклӑха, уйрӑмах ҫав инкеклӗ кун кӑмӑл мӗнле пулнине аса илетӗп те, эпӗ пӗр тӗллевсӗр, сиен тӑвас килмен ҫӗртенех, ахальтен — интересленнипе тата мӗн те пулин тӑвас килнипе кӑна чи хӑрушӑ айӑплӑ ӗҫ тума пултарнине питӗ уҫҫӑн ӑнланатӑп.

Вспоминая свое отрочество и особенно то состояние духа, в котором я находился в этот несчастный для меня день, я весьма ясно понимаю возможность самого ужасного преступления, без цели, без желания вредить, — но так — из любопытства, из бессознательной потребности деятельности.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех