Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑкланса (тĕпĕ: ҫамрӑклан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаваслӑскер, ҫамрӑкланса кайнӑ пекех туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хусанта вӗреннӗ чух каникулсенче те, ӗҫлеме пуҫласан отпусксенче те вӑл таҫта кайса ҫухалса пурӑннӑ, унтан вара яланах ҫамрӑкланса, татах та хитреленсе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сирӗншӗн кулӑшла пуль, анчах эпӗ ҫав самантра чӑннипех ҫамрӑкланса каятӑп…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем уявсенче лӑпкӑн юрланӑ юррисене, ҫав самантра вӗсем палӑрмаллах ҫамрӑкланса кайнине…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗнче ҫамрӑкланса пырать, эпир — ватӑлса…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сасартӑках ҫамрӑкланса кайнӑ пек туйӑнчӗ, ывӑнни иртрӗ, инкексем манӑҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи ҫакна курсан ҫамрӑкланса кайрӗ пулас — ывӑлӗнчен те ҫӑмӑлрах ҫӗкленсе ташлама пикенчӗ: ахӑлтатать, кулать, такмак калать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Ҫамрӑксем хушшинче ларса хам та ҫамрӑкланса кайрӑм тесен тӗрӗс пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Кулнӑ чухне Кӗҫтук илемленсе, ҫамрӑкланса каять.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Е тата теплерен Лавр патне ҫамрӑк художниксем пырсан, кӑшт эрех сыпнӑ хыҫҫӑн, Поля сасартӑк ҫамрӑкланса каять, каллех Джоконда пек курӑнма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл пушшех ҫамрӑкланса кайрӗ, кӑвак куҫӗсем хаваслӑн ялкӑшрӗҫ: «Кур пире, чӑваш ӗҫченӗсене, чӑваш колхозникӗсене!» — тесе каланӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑхӑтсӑр шурала пуҫланӑ хӗрарӑм, темле асамлӑ хӑвата пула, ҫамрӑкланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тата виҫӗ кунтан вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑранаймарӗҫ: ват хусах Мамич-Бердей вун ҫич ҫулхи каччӑ пек ҫамрӑкланса кайнӑ, Кӗркке те хӗр пекех ҫиҫсе, йӑл-йӑл кулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилме хатӗрленнӗ стариксем те чӑтса тӑраймаҫҫӗ улӑха анмасӑр, чунӗсемпе ҫамрӑкланса иртен пуҫласа каҫчен ҫава туптаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗнӗ тумтирпе пурте ҫамрӑкланса кайнӑ пек хӑйсем.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та тӳрлетем пек туса тутӑрне ҫамки ҫинчен ҫулерех хӑпартрӗ, сасартӑк ҫамрӑкланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн каласси пур, пӗчӗк ача пек савӑнчӗ Михала ҫак кун, хӑй каларӑш, майӑн тӑххӑрмӗшӗнче вӑл тата вунҫичӗ ҫуллӑха ҫамрӑкланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марина Николаевна ял халӑхне чӗре тата онкологи чирӗсем «ҫамрӑкланса» пыни ҫинчен аса илтерсех тӑрать, ҫавӑнпа диспансеризацие хутшӑнса сывлӑха тӗрӗслеттерсех тӑма хистет.

Куҫарса пулӑш

Сипленме пыракансем хисеплеҫҫӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/14/%d1%81%d0% ... %d0%b5cce/

Вӑл хӑйӗн тусӗн палламалла мар ҫамрӑкланса кайнӑ сӑн-питне сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тӗкӗр витӗр пӑхсан ман ҫӗр ҫинчи чи илемӗм пӑхмассерен ҫамрӑкланса тӑтӑр, ӗмӗрне те ан ватӑлам», тет вӑталӑхӗ.

Чтобы, глядя в тувалет, видела я всю красоту поднебесную и чтоб, смотрясь в него, я не старилась и красота б моя девичья прибавлялася».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех