Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамкисемпе (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун урлӑ тӗрлесе-сӑрласа илемлетнӗ пӳрт ҫамкисемпе чӳречесем кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӳрт ҫамки вӑл ак ҫакӑн пек, — тесе аппа икӗ патакка ҫамкисемпе тӗрентерет, патаксен урисем пӗр-пӗринчен инҫе, вӗсем тайӑлса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл темӗн ӗнӗрлет, мӑкӑртатать, пӳрнисемпе шаклаттарать, пукан ҫинче шавлӑн йӑшӑлтатать, тепӗр чухне калаҫӑва кӗре-кӗре каять те никама та сӑмахлаттармасть, ҫавӑн манерлех кӗтмен ҫӗртен шӑпланать, ҫӑварне карса хурать те — пуплеме юратакансен ҫамкисемпе куҫ харшисене тӗсеме пикенет.

Он напевал, бурчал, барабанил пальцами, возился шумно на стуле, иногда врывался в разговор, не давая никому говорить, но так же внезапно умолкал, начиная, раскрыв рот, рассматривать лбы и брови говорунов.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак сӑмахсене каласа, Приходько икӗ полицейскине харӑсах ҫухисенчен ярса тытать те вӗсене мӗнпур вӑйпа пӗр-пӗрине ҫамкисемпе ҫапӑнтарать.

С этими словами Приходько схватил за шиворот сразу двух полицейских и изо всей силы стукнул их лбами.

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Господин Фингеров хӑй икӗ ҫынна ӗнсисем ҫинчи ҫӑмӗсенчен тытатчӗ те, аллисене икӗ еннелле сарса вӗсене ҫамкисемпе шач! тутаратчӗ — вара ӗҫӗ те пӗтрӗ!

А господин Фингеров, бывало, ухватит двоих за овчину на затылках, разведёт ручки свои да и треснет лбами — готово!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Нюрӑпа Чижик таз патне ыткӑнчӗҫ, иккӗшӗ те пӗр харӑс таза ҫавӑрса тытрӗҫ те, ҫамкисемпе ҫапӑнса, таза ӳкерчӗҫ.

Нюра и Чижик бросились к тазу, разом схватились за него, стукнулись лбами, выронили таз.

Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Эпӗ вӗсене пуҫӗсем ҫурӑлса каймаллах ҫамкисемпе пӗр-пӗринчен шатлаттарӑп! — хушса хучӗ улӑп, пысӑк чышкисене ҫӗклесе.

 — Я стукну их лбами друг о дружку так, что головы разобьются! — добавил гигант, поднимая огромные кулачищи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Лешсем чӳрече ани ҫине чӗркуҫленсе ларнӑ та, ҫамкисемпе пӗр-пӗрне перӗнес пекех пӗшкӗнсе, йӗпе кӑпшанкӑ ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Рене-Жан и Гро-Алэн, забившись в проем окна, присели на корточки и с озабоченным видом рассматривали мокрицу.

II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗр-ик утӑмрах Кавӗрле шалча пек пиҫӗреххине, вӑтам кӗлеткеллине ҫӳҫӗсенчен ҫавӑрса илнӗ те, — Ку ял тислӗкӗсен чӑптишӗн, ку пуринпе те хуҫа пулма пӑхнишӗн, — тесе пӗр-пӗрне ҫамкисемпе шан та шан тутарать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ачасем, тӗрткелешсе, ҫамкисемпе ҫапӑна-ҫапӑна, урамалла сике-сике тухрӗҫ, анчах унта вӗсем тӳрех Ладыгинпа Гейка аллине ҫакланчӗҫ.

Толкаясь, сшибаясь лбами, мальчишки выскакивали на улицу и попадали прямо в руки Ладыгина и Гейки.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Анчах иккӗшӗн аллисене те тӑлӑпсем ӑшне ҫыхса хунӑ, вӗсене кӑларайман пирки пӗр-пӗрне ҫамкисемпе тӑрӑнтарнисӗр пуҫне нимӗн те тӑваймарӗҫ.

Но так как руки их были стянуты тяжелыми меховыми тулупами, то они ничего не могли поделать, кроме как стукать друг друга укутанными в башлыки лбами.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Шыв ӑйне пулнӑ улӑхсем тӑрӑх, ҫурхи ейӳ хупласа илеймен сӑрт ҫамкисемпе ҫырма сӑмсахӗсенче, урӑх енне вӗҫсе кӑйма хатӗрленсе, хуркайӑксем пӗр-пӗрне кикаклатса йыхӑрчӗҫ, юрату асӑхтарса янӑ кӑвакал аҫисем янӑравсӑррӑн хӑйӑлтатса хартлатрӗҫ.

По затопленным лугам, на грядинах и рынках незалитой земли перекликались, готовясь к отлету, гуси, в талах неумолчно шипели охваченные любовным экстазом селезни.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил сӑрт ҫамкисемпе тип варсем тӑрӑх ирӗклӗн каскӑнланса ҫӳрет.

Вольный разгул ветров по гребням и балкам.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫҫӗш те вӗсем шухӑша кайса, пуҫӗсене усса утрӗҫ; сасартӑк, тӗттӗм тӑкӑрлӑка кӗрес чухне, такама хирӗҫ пулса, ҫамкисемпе пӗр-пӗрин ҫине хытӑ пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ те пурте пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ, вӗсене хирӗҫ те вара ҫавнашкалах кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ.

В размышлении шли они все трое, потупив головы, и вдруг, на повороте в темный переулок, разом вскрикнули от сильного удара по лбам, и такой же крик отгрянул в ответ им.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫук, ҫаплах ҫӗмӗреҫҫӗ ҫав тӳрккессем, ҫаплах сӗкӗнеҫҫӗ хӑйсен йӗрки тӑрӑх тумаллине тӑвасшӑн, ҫамкисемпе стенана ҫапса шӑтарма та хатӗр.

Нет, так и ломят эти невежи, так и напирают на то, что у них положено, что заберут себе в голову, готовы хоть стену пробить лбом, лишь бы поступить по правилам.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Иккӗшӗ те пӗр харӑс кукленнӗ пирки ҫамкисемпе хытах ҫапӑнчӗҫ.

Они нагнулись одновременно и больно стукнулись лбами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех