Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамкинчен (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Петрович ӑна ҫамкинчен чуптуса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович ун пек чухне айӑплӑ ҫын пек именчӗклӗн кулкаласа илнӗ, арӑмне пуҫӗнчен ачашланӑ, ҫамкинчен чуптунӑ, яланах ун ҫинчен шухӑшлама сӑмах панӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Генерал карттусне хывнӑ та Светланӑна ҫамкинчен чуптуса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ ӑна, аннене чуптунӑ пек, ҫамкинчен чуптурӑм та васкаса тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анук лаши пӑтне пырса ҫамкинчен ачашларӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска, тӗрӗс мар кӗрешсе, ҫамкинчен ҫапса анратнине аса илсен, ӑна тавӑрма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тупрӑм! — шурсухал ал тупанӗпе хӑйне ҫамкинчен ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ вӑл чечекӗпе тем пӑшӑлтатса илчӗ те хӑй сиссе юличчен ҫапӑҫакансем хушшине кӗрсе Шывачине питӗнчен, ҫамкинчен, тутинчен виҫӗ хут чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вӑл, кӑмака умӗнче чарӑнса, аллипе тем хыпаларӗ те, сак ҫинчи ача патне пырса, ӑна ҫамкинчен хӑрӑмпа сӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр Славике мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те ҫамкинчен, питӗнчен, куҫӗнчен, ҫӳҫӗнчен чуптуса тухрӗ, хӑйӗн куҫҫӳлленнӗ вӗри пичӗпе ачан питне, тутине сӗрчӗ, ҫӳҫӗпе мӑйне кӑтӑклантарчӗ, хӗрӗн лӗпӗш сухалӗ пек вӑрӑм та хытӑ куҫ хӑрпӑкӗсем ача пичӗ ҫинче йӑпӑртатса чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл хӑйне ҫамкинчен ҫапса илчӗ те самантрах чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кун пек пулсан ӑна ҫӑкӑрпа мар пемелле, питлӗх пек пысӑк ҫамкинчен чукмарпа шаплаттармалла.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ывӑлӑма ҫамкинчен таккасах каларӑм, упа шӑтӑкӗ пек пӗчӗк яла каялла ура ярса ан пуснӑ пултӑр терӗм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Георгий кӗсменӗсене пӑрахрӗ те ӑна пилӗкӗнчен хытӑ тытрӗ, питҫӑмартинчен, тутинчен, ҫамкинчен хӗрӳллӗн чуптуса пӗтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӑй вӗлернӗ савнине ҫӳҫӗнчен ачашлама тытӑнчӗ, ҫамкинчен, куҫӗнчен чуптурӗ, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, суранне аллипе хупларӗ, юхакан юнне чарас пек аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗре вӗҫӗмсӗр чуптурӗ вӑл: тутинчен, питӗнчен, ҫамкинчен, мӑйӗнчен…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турчки аври кӑна ҫамкинчен шач! тутарать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, ухмах пуҫ! — хӑйне ҫамкинчен ал тупанӗпе ҫапса илчӗ пуян.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамкинчен янаххи патне, пӗр хӑлхи патӗнчен тепӗр хӑлхи патне.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урӑлманкин Трофима сисмесӗрех чӗре уҫҫи вырӑнне картса татах та тӗреклӗрех, шухӑрах, чӑрсӑртарах тӑвасшӑн пулнӑ, ҫав тӗллевпе путеке айкашма, ал лаппипе ҫамкинчен шаплаттарсах сӗкме, катаран чупса пырса тӑрслаттарма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех