Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамкана (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Темиҫе хутчен те ҫухӑра-ҫухӑра ятӑр, — сӑмах хушрӗ те юнашар койка ҫинче ларакан старик, манран ирӗк ыйтса, ҫамкана тытса пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫивӗч ҫил ҫамкана, питҫӑмартисене, сӑмсана йӗплерӗ, рашпиль пек сивӗпе хӑшкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫамкана сивӗ тар тапса тухнӑ, кӑкӑра тем хӗсет, сывлӑш пӳлӗнет.

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Ак тап-таса ҫуса тасатнӑ пулӑттӑм ҫав ҫамкана ҫак япалапа! — Хӗрарӑм лаштанккана ҫатӑрласа тытнӑ сылтӑм аллипе ҫиллӗн юнаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Каллех пит-куҫа, ал-урана тӑрӑнкалакан, ӗселекен тӗмӗсем-туратсем, ҫамкана, чӗркуҫҫисене пӗр шелсӗр ыраттарса шанклатакан, тӳнклетекен, мӑкӑльлекен йывӑҫ вуллисем, тункатасем, кӑксем, кӑмӑрсем…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Темӗнле нӑрӑ ҫамкана пан! пырса перӗнчӗ те, ҫилленнӗ пек вӑслатса, вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унӑн сивӗрех алли ҫамкана сӗртӗнни ырӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл аллипе манӑн ҫамкана тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сывӑ мар чухне ҫамкана е тӑнлава кӑшт йӗпетсенех, пуҫ ыратни иртсе каять, ӑна эпӗ хам та лайӑх пӗлетӗп, — ӗнентерме тӑрӑшрӗ Зинаида Степановна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Малтан эпӗ хам ҫамкана сиксе тухнӑ пӗр шатра пекскерне пӑхкаласа лартӑм, унтан сисмен ҫӗртенех хӗвел ҫутине куҫӗсемпе урамӑн тепӗр енчи пӗр пӳрт тӑрринелле ӳкертӗм, унтан вара ҫута пӑнчӑ ерипен чӳрече ҫинелле ӳкрӗ.

Сначала я занялся рассматриванием прыщика, вскочившего на лбу, потом как бы нечаянно пустил солнечного зайчика на крышу противоположного дома и оттуда незаметно перевел светлое пятно в черный провал окна.

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫамкана — пуля!

Пулю в лоб!

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Пӗлӗр, хамӑр сире упраса хӑвараймасан, эпӗ пурпӗр хам ҫамкана пуля лартатӑп.

Знайте, во всяком случае, что если мы вас не убережем, я пущу себе пулю в лоб.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Эсӗ ман ҫамкана чӗмек кӑларса лартрӑн.

— Ты мне шишку набил.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Куҫлӑхне икӗ пӳрнипе тӳрлетсе, вӑл мана хулӑм кантӑк витӗр куҫран тӗллесе пӑхатчӗ те, ман ҫамкана вӗтӗ пӑтасем ҫапа-ҫапа кӗртнӗ пек калатчӗ.

Поправив очки двумя пальцами, он пристально смотрел сквозь толстые стёкла в глаза мне и говорил, словно мелкие гвозди вбивая в мой лоб.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Урӑх ҫӳреме май ан пултӑр тесе, чӗрене пуля ямалла… урӑх ним ҫинчен те шутламалла ан пултӑр тесе, ҫамкана пуля ямалла…

Пулю в сердце, чтоб больше не билось… пулю в голову, чтобы больше не думать…

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Нехлюдов хитре мар: пӗчӗк кӑвак куҫсене, ҫӳлӗ мар вашмӑк ҫамкана, тӑршшӗ енчен шайлашса тӑман алӑсемпе урасене илемлӗх паллисем теме ҫук.

Нехлюдов был нехорош собой: маленькие серые глаза, невысокий крутой лоб, непропорциональная длина рук и ног не могли быть названы красивыми чертами.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӑшт ҫеҫ чӗркуҫҫи чӗтрет, пӗр-пӗр шпилька ҫамкана шӑтарса пӑрахать.

Чуть дрогни в коленках — и пробьет черепок какой-нибудь шпилькой.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хӑй типшӗм аллипе манӑн ҫамкана перӗнтерсе темӗн пӑшӑлтатрӗ вӑл, анчах эпӗ уйӑрса илеймерӗм.

Она прикоснулась худой рукой к моему лбу, что-то прошептала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ ҫамкана тата хытӑрах пӗркелентертӗм те, ачасем енне кӑштах ҫаврӑнса, мӗнпур вӑйран хӑрах куҫпа мӑчлаттарма пуҫларӑм.

Я только сильнее наморщил лоб и, повернувшись вполоборота к ребятам, изо всех сил заморгал одним глазом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ольга Николаевна куртӑр тесе, эпӗ хама шухӑшланӑ пек турӑм, ҫамкана юриех пӗркелентертӗм, ҫав вӑхӑтрах, ачасем мана вӑрттӑн каласа паччӑр тесе, учительница курман чух класс ҫине пӑхкалама тытӑнтӑм.

Я только нарочно наморщил лоб, чтоб Ольга Николаевна видела, будто я думаю, а сам стал украдкой поглядывать на ребят, чтоб они подсказали мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех