Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамкаллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫамкаллӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл сарлака та ҫӳллӗ ҫамкаллӑ — ытла та ҫӳллӗ ҫамкаллӑ!

Широкий и высокий — даже чересчур высокий — лоб.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Май килнӗ чухне кит евӗрлӗ ытти чӗрчунсене те, сӑмахран, пысӑк ҫамкаллӑ кӗленче сӑмасаллӑ тата атлантика шур аяклӑ дельфинсене, тытаҫҫӗ.

От случая к случаю добывают и других китообразных, например высоколобого бутылконоса и атлантического белобокого дельфина.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Йӑрӑс пӳллӗ те ҫӳллӗскер, типшӗмрех пит-куҫлӑскер, вӑл сарлака ҫамкаллӑ тӑрӑхларах пуҫне тӳп-тӳрӗ тытса вашлаттарса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пурччӗ та-ха, — ответлет ҫинчерех ҫамкаллӑ хӗсӗк куҫлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Ҫапла хӑпарса кайсан, шоссе ҫине аванах тухсан, тем пекех савӑнӗччӗ Тимуш, тем пекех тав тӑвӗччӗ сана, хушка ҫамкаллӑ турӑ лаша-на, сакӑл ураллӑ Юманккана!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӑваткӑлрах янахлӑ вӑл, сарлака ҫамкаллӑ, пӗчӗккӗ кӑна тӳрӗ сӑмсаллӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тухса каяс умӗн чӑх-чӑх кулса илчӗҫ те пысӑк ҫамкаллӑ арҫын илтмеллех каласа хучӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрсен татах шапӑлтатса тӑрас кӑмӑлӗсем пурччӗ курӑнать те, анчах вӗсен умне пысӑк ҫамкаллӑ, лаптак сӑмсаллӑ кутамас арҫын «шӑтса» тухрӗ те ҫурӑк сассипе ятлаҫма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳп-тӳрӗ ҫамкаллӑ, курпунтарах сӑмсаллӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗнле юмахри пек? — вӗчӗрхенерех ыйтрӗ строй-трестӑн главнӑй инженерӗ, ҫӳллӗ те ансӑр ҫамкаллӑ, аллӑ пилӗк-утмӑл ҫулсенчи сарӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ашшӗ пек мӑкӑрӑлчӑкрах ҫамкаллӑ вӑл, тулли питлӗ, ҫирӗп кӗлеткелле.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малан кинеми хапха алӑкне уҫсан хушка ҫамкаллӑ ҫӳрен лаша, михӗсем тиенӗ урапа тата тилхепе тытнӑ хӗрарӑм курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шел пулин те, шурӑ ҫамкаллӑ хӗрлӗ ӗне ним те калаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӳртре шурӑ ҫамкаллӑ хӗрлӗ пӑру сиккелет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрлӗ юн пек хӗрлӗ хӗвел вӑрман хыҫӗнчи ҫутӑ ҫамкаллӑ сӑрт тӳпине ларса канчӗ те ҫывӑрма кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яштака пӳллӗ, тӑрӑхларах питлӗ, ҫӳллӗ ҫамкаллӑ, ҫӑлтӑр куҫлӑ каччӑ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуринчен те малта пысӑк ҫамкаллӑ тем ҫӳллӗш кашкӑр, ун икӗ айккипе, кӑшт юларах, иккӗн, ыттисем — кайра.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах, сӑпачӗ-евӗрӗпе каснӑ-лартнӑ Сталин, ансӑртарах ҫамкаллӑ, вичкӗн куҫӗ вӗҫеври кӑйкӑрӑнни евӗрлӗ куҫ харшийӗ айне путнӑ, мӑйӑхӗ хура хӗлӗх тӑплӑмне аса илтерет, чӑпарланма пуҫланӑ шултра хура ҫӳҫне типтерлӗн каялла тураса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Сарлака ҫамкаллӑ та таса пит-куҫлӑ, сарӑ вӑрӑм ҫивӗтлӗ те йӑрӑс пӳллӗ чипер хӗр пулнӑ ун чухне Надежда Константиновна.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Рабочисем хушшинче ҫавӑн пек ҫамкаллӑ ҫынсем сайра-хутра кӑна тӗл пулаҫҫӗ.

какая редко встречается у рабочего человека.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех