Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакрӗ (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗр ӑна кӗскерех патак ҫумне ҫирӗплетсе хучӗ те балкон ҫине кӑларса ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайма тӑнӑ Ҫимун кӗрӗкне каялла хывса ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пальтоне хывса пӑтаран ҫакрӗ те кӑмака ҫине хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мулкачӗсене хӑй пӗлекен каштаран ҫакрӗ те пӳртре такамсем хыттӑнах калаҫнине итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑтӑлтӑмӑр, — Иван, шинельне хывса, пӑтаран ҫакрӗ, пиҫиххине туртса юсакаларӗ те чӑн-чӑн салтак пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Палламастӑн-им? — сухаллӑ хура ҫын, ҫурӑм хыҫӗнчи пысӑк кутамккине хывса, урайне лартрӗ, йӗпе-сапапа, тусанпа хуралса хытса кайнӑ брезент плащне пӑтаран ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван салтак тумтирне пир хутаҫа чиксе ҫурӑмӗ хыҫне ҫакрӗ, Петро панӑ пистолета хӗвне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта Ҫтаппан подушкине ҫакрӗ, Матӗрне ӑна ҫенӗкренех ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗссӗрленнӗ кӗрӗкне хыврӗ, лӑш-лӑш силлерӗ, кӑмака хыҫне ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл Вӗҫелис сумкине ҫӑмӑллӑн илчӗ те руль ҫине ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кӗрӗкне хывса пӑтаран ҫакрӗ те кӗпин ҫӳлти тӳмине хыттӑн туртса вӗҫертрӗ: тӑвӑннӑ пулас, хаш та хаш сывлать.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хывӑнса ҫӑвӑнчӗ те ӗҫ тумтирне майласа типме ҫакрӗ, малтанах якатса хунӑ шӑлаварӗпе гимнастеркине илсе тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ан хӑра, ӗҫленӗшӗн укҫа парап, — хавхалантарчӗ лешӗ, хӑюсӑр йӗкӗт килӗшессе кӗтмесӗрех сарлака хулпуҫҫийӗ ҫине аттисене ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Вӑл тумтирсем ҫакмалли ҫӗртен хӑйӗн плащ-пыльникне вӗҫертсе илчӗ, ӑна кантра пек пӗтӗрсе хул пуҫҫи урлӑ ҫакрӗ те пӳлӗмрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тихон Иванович кравать патне хуллен пычӗ те пижамине хывса ҫакрӗ, утиялне сирсе, вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пиншакне хывса ҫекӗлтен ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вара нумай шухӑшласа тӑмарӗ, пушмакӗсене хывса хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ, йӗм пӗҫҫисене тавӑрчӗ те хӳме ҫинелле чакаланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Шинельне тӑхӑнчӗ пуль, Кутамккине ҫакрӗ пуль; Вӑрҫа кӗрсе, хыт аманса, Асапланса выртрӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Япаласене ҫуса ҫакрӗ урама.

Повесила белье сушиться во дворе.

Ҫынсем мӗн калаҫҫӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/447

Праски инке чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ те сӗтел ҫине икӗ кашӑкпа икӗ вилка хучӗ, квас тултарнӑ кӑкшӑмпа стакан лартрӗ, пукан хыҫне чӑлт-шурӑ алшӑлли ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех