Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакать (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ хӳме ҫывӑхӗнче кӗмӗл алкаллӑ хӗр ятарлӑ вырӑна пысӑк саспаллисемпе илемлетсе ҫырнӑ «Юлташсем, кашни харпӑр хӑй ӗҫ вырӑнӗнче асӑрхануллӑ пулӑр, йӗркене ан пӑсӑр!» чӗнӳллӗ-хушуллӑ плакат ҫакать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Ҫийӗнчи лайӑх кӗпипе тутӑрне тӗкӗр умне ҫакать, арчаран кивӗрех кӗпе кӑларса тӑхӑнать, тутӑр ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Вӑл трубкӑна ҫакать.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакать ӗнтӗ Турунов…

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакать ӗнтӗ мана бригадир…

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тупаймасан, Турунов мана чи ҫӳллӗ каштаран ҫакать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Трубкӑна каялла ҫакать?

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хура кӑтра сухаллине Йӑс турапа тураса Хаклӑ ылттӑн алкине Ҫакать сылтӑм хӑлхине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Воевода ҫынни сире тимӗр панине пӗлсен мана ыранах мӑйран ҫакать.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет куҫӗ умне курӑнма юрамасть манӑн, вӑл мана ҫак йывӑҫран кутӑн ҫакать.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пантелеймон Матвеевич малтан пӑшалне хывса ҫакать, унтан васкамасӑр хывӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Эс канах эппин, апат пӗҫерсе пӳсӗр тухрӗ пуль, — тесе, кӗрӗк пиншакне хывса ҫакать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Малтан ӗҫ тапратиччен пӗр шӑчӑ тӑрне хӗрлӗ ялав хӑпартса ҫакать, бригадинчи ҫамрӑксене пухса, кӗске сӑмах калать:

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Алӑк умӗнче пуп — шлепкине пӑтана ҫакать.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шурӑ така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне йӑрхаха ҫакать те алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫине ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем ӑна ҫӗрле уҫса пӑхаҫҫӗ те, ҫӑраҫҫине Хветле, ним пулман пекех, кантура хӑй вырӑнне кайса ҫакать.

Они сходят туда ночью, а потом Фекла повесит ключ на место, и никто ни о чем не узнает.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Старик хутаҫҫине ҫурӑм хыҫне ҫакать.

— Старик закинул мешок за спину.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр пайӑрка ҫӳсе ҫурри таран туртса кӑларать те, ывҫисемпе йӑваласа, ӗне чӗччи пек туса ҫакать, тепӗр пайӑрка туртса кӑларать те — тепӗр «ӗне чӗччи» тӑвать.

Одну прядку вытянет наполовину и давай скручивать ее в «коровий сосок», потом другую прядку тянет — еще один «коровий сосок».

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапи ҫинчен анать те ват юман айне ал шӑлли кайса ҫакать, ҫичӗ нухрат пӑрахать.

Дядя Касьян слез с телеги и, в полной тишине проковыляв к дубу, повесил на нижний его сук полотенце, бросил семь копеек денег.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яшкине Яриле ҫуллахи вучаха — пахча леш вӗҫӗнчи ҫыран хӗррине — кайса ҫакать.

Стараясь не шуметь, старик понес котелок в дальний конец огорода, где у него был сложен из камней летний очажок.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех