Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрчӗ (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вожатӑйӑн сӑмахӗ ҫамрӑк чӗресене ваштах тепӗр май ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ларчӗ те йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑ, урӑх никам та мар, ман пуҫа ҫавӑрчӗ, пӗтӗм кӑмӑла улӑштарчӗ».

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав ман кӑмӑла ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тем таранах кулӑшла курӑнсан та, крючниксен кӑмӑлне хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна урайне пӑрахрӗ те малти урисемпе пӑлтӑр-палтӑр ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Машинӑна каллӗ-маллӗ уттарчӗ те вӑл прицепа каялла ҫавӑрчӗ, майӗпен чакарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурашыв поселокне ӗҫлеме куҫсан, хӑй валли ҫине тӑрсах кил-ҫурт ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шуйттан пуҫа ҫавӑрчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ахлатса ячӗ те сывлӑш ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата тепӗр хут ҫавӑрчӗ, минтерӗн тепӗр, типӗ енӗ пур пек.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Минтере тепӗр енне ҫавӑрчӗ, ку енӗ те нӳрӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ӑна ҫепӗҫҫӗн аллисенчен тытрӗ, савӑннипе пулас арӑмне ҫӗклесе илчӗ те хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паккӑҫсем! — кӑҫаттисемпе тӑпӑртатрӗ хӗрарӑм, кутамккипе хӑй ҫийӗн ҫил арманӗ пек ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш пурпӗр илтрӗ, вӑл пуҫне хӗр енне ҫавӑрчӗ, сылтӑм аллипе савнине аллинчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрату тунсӑхӗ йӑва ҫавӑрчӗ каччӑн чӗринче.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Тата тепӗр шухӑш пуҫра йӑва ҫавӑрчӗ: унӑн шӑнкӑрав куллине илтмесӗр пӗр кун пурӑнса ирттересси те маншӑн тамӑк пулӗ.

Неужели, неужели я никогда больше не услышу, как он смеется?

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл пӗррех пуҫне ман еннелле ҫавӑрчӗ те тарӑхнине, кӳреннине палӑртса тӑракан сасӑпа хыттӑн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена пуҫне ун еннелле ҫавӑрчӗ те хӑй мӗн курнинчен хӑй тӗлӗнсе кайрӗ: залра тӗттӗм пулнӑ пулин те, Завьялов халӗ те уҫса хунӑ журнал ҫине пӑхса ларать иккен.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан «ямшӑк» лашине аран-аран чарчӗ, каялла ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех