Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрттараҫҫӗ (тĕпĕ: ҫавӑрттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Порт таврашӗнче, мӑнаҫлӑ, тӳлек Атӑла ӗҫе кӳлсе, ун питне хатӑррӑн урлӑ-пирлӗ чӗркелесе-ҫуркаласа, моторлӑ кимӗсем йӳрӗккӗн кускалаҫҫӗ, йӑрӑ катерсем ӑмӑртса ишеҫҫӗ, шурӑ чарлансем ярӑнса ӑшӑ ҫил ҫавӑрттараҫҫӗ, виражсем тукалаҫҫӗ, чалтӑртатакан-хӗмленекен хумсем ҫийӗн ярӑнакан-йӳрӗнекенсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Матроссем брашпиле ҫавӑрттараҫҫӗ, парӑссене карнӑ май вӗҫӗсене сараҫҫӗ; палуба ишеве тухас умӗнхи тӗркӗшӳпе тулнӑ.

Матросы, ворочая брашпиль, ставя паруса и разматывая концы, оживили палубу резкой суетой отплытия.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Вӗсем хӗре ҫавӑрттараҫҫӗ кӑна хӑйсен кӑмӑлӗпе; хӗр ачана питӗ шел, мӗншӗн тесен хӳтӗлемесен ӑна ҫисе-чӑмласах яраҫҫӗ.

Они девушкой вертят, как хотят; очень жаль девочку, потому что, если не вступиться, ее слопают.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫӑлӑнӑҫ та — сулахай аллӑм куртка кӗсйинче, пӳрнесем укҫасене ҫавӑрттараҫҫӗ.

Спасение было в том, что я держал левую руку в кармане куртки, вертя пальцами горсть монет.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кунта пӗтӗм вӑйӗсене хурса тӗрлӗрен жуликсем хӑйсен ӗҫне ҫавӑрттараҫҫӗ.

Тут орудовало во всю ширь своих сил и способностей разнокалиберное жулье.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— А мӗн, подпоручик, карточнӑйӗнче ҫавӑрттараҫҫӗ те-и вара?

— А что, подпоручик, в карточной уже винтят?

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тамарӑн шалта темле магнитофон пур пек, унта вара кунсерен ҫак кӗвве ҫавӑрттараҫҫӗ тейӗн.

Будто внутри Тамары какой-то магнитофон установлен, и диджей постоянно крутит одну и ту же мелодию.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Хаҫат-журналта тӗрлӗ майлӑ ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

13. Каччӑсене арман чулӗ ҫавӑрттараҫҫӗ, ачасем вутӑ ҫӗклемӗ йывӑррипе ун айне пулаҫҫӗ.

13. Юношей берут к жерновам, и отроки падают под ношами дров.

Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех