Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрасшӑн (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑй майлӑ ҫавӑрасшӑн пулнӑ вӑл сана, — ҫийӗнчех тавӑрчӗ Венюк.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пурнӑҫ тӑвӑлӗ этеме ӑҫта илсе пӑрахать, ҫавӑнта йӑва ҫавӑрасшӑн, тымар ярасшӑн тапаланать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем паян вите тавра тӑпра хырса ҫавӑрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чее Варӑш ҫакна, ыттисем ӗҫменнине, асӑрхаман пек пулчӗ, кунта вӑл кирлӗ мар ҫын пулнине ҫаплах туйман-сисмен пек малалла калаҫрӗ, калаҫса, ҫын кӑмӑлне ҫавӑрасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таран таврашӗ тенисем ытлашши ҫивӗчскерсем, ӑслӑскерсем пулчӗҫ-ши — ялта ӗмӗрлӗхе йӑва ҫавӑрасшӑн хыпса ҫунмарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ килӗ ҫине алӑ сулса пурте пекех ҫӗршыв тӑрӑх тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Йӗркеллӗ пӑхса, шӑварса ӳстерекен чечек пек хӗрача малтанах ҫакна асӑрхамарӗ те тейӗн, анчах кун пек хӑтланкаларӑшсем ытах йышланса кайсан, вӑл сисрӗ: ку ытти арҫын ачасенчен нимпе те уйрӑлса тӑман арҫын ача, Минин хушаматлӑскер, ӑна юратать, хӑй ҫине тимлӗх ҫавӑрасшӑн, хӑйне тӗсеттересшӗн ӑшталанать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ха-ха-ха, ытла та чее эсир, Василий Петрович, фермӑри пур хӗрсене те ҫавӑрасшӑн, — терӗ пӗр пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ хӗрача, наҫилкка ҫине юриех йывӑртарах тиеме тӑрӑшса, — вӗсен унта ахаль те пурин те каччӑсем пур ӗнтӗ, эсӗ, Василий Петрович, пирӗн ҫине те ҫаврӑнса пӑхкала.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Михха, тиечук кӑмӑлне кӑштах ҫавӑрасшӑн, аллипе ун хулпуҫҫине ҫапса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ӑна йӑпатса хӑй майлӑ ҫавӑрасшӑн: — Мавра аппа, — йӑрӑсла сасӑпа сӑмах пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ юри каларӑм, — Уҫкан кӑмӑлне ҫавӑрасшӑн пулчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кивӗ йӗркене каялла ҫавӑрасшӑн пусмӑр тӗнчин мӗнпур юлашкисем пуҫтарӑннӑ: кулакпа арман хуҫи, пупӗпе тиечукӗ, страшникӗпе уретникӗ, эсерпа шурӑ гвардеецӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

— Паллах, куҫас пулать: Хусанта агроном вырӑнӗ те тӑруках пулмӗ, — хистерӗ Васильев, Эльгеева Шупашкараллах ҫавӑрасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сисет Шигалей, Сиди княҫсемпе мӑрсасене Крым майлӑ ҫавӑрасшӑн, ун ҫыннисем Бахчэ-Сарайпа ҫыхӑну тытаҫҫӗ, лери Гирейсем Крым майлӑ тӑракан ушкӑна Мускав лартнӑ хана часрах хӑваласа яма хӗтӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ урлӑ хӗрне ҫавӑрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта-ха, ӗмсе пӑхам: мӗн тути калать килти табак? — сӑмаха урӑх еннелле ҫавӑрасшӑн пулса, юриех кулкаларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунта та съезд ӗҫне хӑйсем майлӑ ҫавӑрасшӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла майпа вӑл, унччен ӑна курайманскер, халӗ Сидора хӑй майлӑ ҫавӑрасшӑн та пиртен уйрӑлтарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, ӑна епле те пулин ҫавӑрасшӑн, е ҫирӗп шанать-ши — пӗр сӑмахпа, ҫӗнни ҫав тери нумай пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килтен тухса тарнӑшӑн эпӗ ӑна ҫавӑнтах тытса тӳпкесрен хӑраса, вӑл ман кӑмӑла хӑй енне ҫавӑрасшӑн, пӗр тирӗк йӑтса пычӗ, унтан тата тепре, унтан виҫҫӗмӗш тирӗк — ҫапла пилӗк тирӗк умлӑ-хыҫлӑн илсе пычӗ, хӑй кашни илсе пымассерен ҫапла калать:

Видно побаиваясь, как бы ему не влетело за побег, стал он мне подставлять блюдо за блюдом и всё приговаривал:

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех