Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑраймарӗ (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лена калас тенӗ сӑмахне ниепле те ҫавӑраймарӗ, куҫ умне пулнӑ хӑлӑпсӑр витрене тинкерчӗ, унтан, пӗтӗм хӑюлӑхне пухса, хӑй фермӑна мӗн шутпа килнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑй, чӗрки ҫинчи купӑсне ларкӑҫ айне хурса, кормовой кӗреҫине алла тытрӗ, унпа хирӗнсе ӗҫлеме пикенчӗ, анчах кимме тепӗр майлӑ ҫавӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Яхуте чыхӑнса кайрӗ, нумайччен сывлӑш та ҫавӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Павӑл ун хыҫҫӑн чупрӗ, анчах Евӑна каялла ҫавӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл ҫаксене тумарӗ ҫеҫ те мар, хӑйне пачах урӑхла тытрӗ, амаҫури ячӗ хӑйне кӳрентермеллисем кӳрессе пӗлсе тӑнӑ май, вӑл хӑй ҫине тапӑничченех хӳтӗленме хатӗрленчӗ, килйышрисем пурте мӗнпур майсемпе хӑйне хур тӑвасшӑн, кӳрентересшӗн тесе шутласа, кирек мӗнре те усал шухӑш курчӗ, хӑйӗншӗн чи лайӑххи — шарламасӑр чӑтасси пулать, тесе шухӑшларӗ; паллах, нимӗн туманнипе вӑл пирӗн кӑмӑла ҫавӑраймарӗ, пире хӑйӗнчен пистерчӗ ҫеҫ.

И не только она не сделала этого, но, напротив, предвидя всю неприятность своего положения, она без нападения приготовилась к защите, и, предполагая, что все домашние хотят всеми средствами делать ей неприятности и оскорбления, она во всем видела умысел и полагала самым достойным для себя терпеть молча и, разумеется, своим бездействием не снискивая любви, снискивала нерасположение.

ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виктор, документсем илсе, станци начальникӗ патне кайрӗ, Иринӑна вӑл ҫавах та хӑй енне ҫавӑраймарӗ.

Виктор ушел с документами к начальнику станции, так и не уговорив Ирину.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех