Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнсанах (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫӗнӗ пура туянтӑм тет, укҫа нумай ярса панӑшӑн завод дирекцине тав тӑвать, ал-ура ҫаврӑнсанах парӑмсене тӳлесе татӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫамрӑксен ушкӑнӗ ташлама чарӑнчӗ кӑна, купӑсҫӑ умне Ҫӗпритун почтальон вӗҫнӗ пек тухрӗ, кӑшт пӗшкӗнчӗ те аттисене, чӗркуҫҫисене, кӑкӑрне ҫат-ҫат ҫапса, илемлӗ кӗвӗ кӑларса тӑчӗ, унтан ҫӗрте кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма тытӑнчӗ, анчах иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсанах ҫӗкленчӗ те, пашкаса, чӗрине тытса, кулкаласа: «Эх, ватӑлтӑм ҫав, ма хӑть хӗрӗхре ҫеҫ мар-ши», — текелесе, хӑй вырӑнне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Тепре ҫаврӑнсанах тӑваратӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Мариҫ хӑйӗн чӗлхи ҫӗтнине ҫаплах ӑнланмаҫҫӗ тет пулас, амӑшӗ путмар еннелле ҫаврӑнсанах ӑна хӑй патнелле кӑчӑк туртса чӗнсе илет, калаҫма пултарайманни ҫинчен аллисемпе ӑнлантарма тӑрӑшать.

А Марись все беспокоится, что ее не понимают, устремив лицо и руки к матери, она жестами пытается объяснить, что лишилась речи.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чижик куракансем еннелле ҫаврӑнсанах, ҫынсем кулма тытӑнчӗҫ.

Как только повернулась Чижик к публике, так начал народ смеяться.

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӗрачасем кулса ячӗҫ те, нянечка каялла ҫаврӑнсанах, хывӑнмалли пӳлӗмрен чӗрне вӗҫҫӗн утса тухрӗҫ.

Девочки фыркнули и, улучив минутку, когда нянечка отвернулась, на цыпочках выбрались из раздевалки.

Ҫулла Ленӑпа Чижик // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Городцов килхушшине кӗрсе хӑвӑрт та тӗплӗн йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнсанах, Воропаев хӑйӗн вӑрҫӑра аталаннӑ уйрӑм сисӗмӗпе тӳрех ку ҫын ҫирӗп, ӑслӑ салтак тата, вӑйлӑ хуҫа пулнине тавҫӑрса илчӗ.

Как только Городцов вошел во двор и по-солдатски быстро и точно огляделся, Воропаев особым чутьем, воспитанным на войне, сразу определил, что это крепкий, умный солдат и, наверное, твердый хозяин.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Василиса Прокофьевна каялла ҫаврӑнсанах, уҫӑлнӑ калитке патӗнче тӑракан Катьӑна курсан, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ.

 — Василиса Прокофьевна повернулась к воротам и радостно вскрикнула: в приоткрывшейся калитке стояла Катя.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унтан, Катьӑн пӗр хут ҫаврӑнсанах пушмак кӗли хӑпӑнса кайрӗ, вара конькие чӗнпе ҫыхмалла пулчӗ, юрать-ха хам вӑл-ку пуласран илсе тухнӑ.

Во-вторых, у Кати на первом же круге сломался каблук, и пришлось прихватить конек ремешком, который я взял с собой на всякий случай.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл хӑй палламан ача еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнсанах, лешӗ Тома чулпа яра пачӗ те хулпуҫҫи шӑммисем хушшипе лектерчӗ, хӑй вара антилопа пекех тарма тапратрӗ.

Но как только Том повернул к нему спину, чужак схватил камень и бросил в него, угодив ему между лопаток, а потом пустился наутек, скача, как антилопа.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех