Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнмасть (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ӑна тем каласа парас килет, анчах ниепле те хӑяймастӑп, чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Унӑн минтерӗ пуҫ айӗнче ҫаврӑнмасть, — теҫҫӗ ентешсем таса чун-чӗреллӗ, ҫылӑхсӑр ҫын пирки — унӑн пурнӑҫра хумханма, шикленме кирлӗ мар имӗш…

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак самантра ман пуҫра кӑмӑла ҫӗтӗлтерекен пӗр шухӑш явӑнатчӗ: «Ҫав гайка ним тусан та ҫаврӑнмасть пулсан эп ӑна мӑлатукпа ҫапса нимӗретӗп».

В ту минуту я говорил себе: «Если этот болт и сейчас не поддастся, я так стукну по нему молотком, что он разлетится вдребезги».

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Паллах, ҫак тапхӑра отпуск тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак илемлӗ хӗрарӑм ҫине пӑхсан чӗлхе вӑл пенсионер тесе калама ҫаврӑнмасть, унӑн ҫулне кура кӗлетки илемлӗ, вӑл нумай уҫӑ сывлашра ҫӳреме юратать, ҫулҫӳревсене кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Тата темскер ӑшӑ сӑмах калас килни пур — чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче асӑннӑ йыш кӑшт пысӑкрах пулнӑ, анах пурпӗр акци пирки массӑллӑ теме чӗлхе ҫаврӑнмасть: 86 хулара 5,7 пин ҫынна тытса чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Ӗҫре тарлама пӗлмесӗр эрех-сӑра пӑсӗпе исленсе ҫӳрекен ҫынна выльӑх теме те чӗлхе ҫаврӑнмасть манӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗссипе, Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Анатолий Волкова мучи тесе калама чӗлхе те ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Ҫӗнӗ япалаккунта вара (ҫапла, эпӗ ӑна япалаккӑ тетӗп, урӑхла калама ниепле те чӗлхе ҫаврӑнмасть) хальхи ял пурнӑҫӗн шӑрши-марши чӗрне хури чухлӗ те сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫурма ҫулта аслатиллӗ ҫумӑр айне пулать пулин те каялла ҫаврӑнмасть — малалла чупать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах ферма заведующийӗ енне ҫаврӑнмасть ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Калама чӗлхе ҫаврӑнмасть, — терӗ Усеин-Сеит.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапӑҫма пуҫлас — вӗсем виҫҫӗн, ҫӗнтереймӗ, ыррӑн калаҫас — чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мухтама темле чӗлхе ҫаврӑнмасть пек.

— Язык как-то не поворачивается на такие слова…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун «эп айӑплӑ мар» тесе каласшӑн, чӗлхи ҫаврӑнмасть.

Шахруну хочется сказать «не виноват я», но язык не поворачивается.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑвах пӗлетӗн, ҫил пӗтсессӗн, Сӑртри арман та ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак, халӗ те тупмашкӑн кирлӗ Асӑрхануллӑ, чӑн сӑмах, Анчах пит йывӑр пуҫлама: «Чечекӗм, — тет, — кӗрен чечекӗм, Ман темшӗн ҫаврӑнмасть чӗлхеҫӗм Сана яр уҫҫӑн калама».

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑвах пӗлен, аслӑ хан, каймастӑп тесе калама та чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех