Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнман (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Зоечка, тӑхта-ха, — тесшӗн пулнӑ вӑл, анчах унӑн чӗлхи ҫаврӑнман.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах та уншӑн вырӑс чӗлхин тытӑмӗ пӗрре те тӗрӗк чӗлхисен тытӑмӗ евӗр пулас енне ҫаврӑнман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫаврӑнман, — терӗ Сююнбике юнтарнӑ ҫын сассипе.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнпе, мӗнле сӑмахпа, мӗнле асамҫӑ кӑмӑлпа, эппин-тӗк, хӗрӗн ҫаврӑнман еккине каялла ҫавранма, хӗлхемленме пуҫланӑ кӑвайтӑ ҫӗнӗрен пал та пал чӗртсе яма хӑватпа ӑс ҫитерейӗ-ши юратупа аптӑранӑ йӗкӗт?..

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калама кӑна чӗлхем ҫаврӑнман.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑна ҫак сарлака хулпуҫҫиллӗ, вӑрт-вартах ҫаврӑнман, сиввӗн пӑхакан, тахҫанах кулма тата хӑйпе шӳт тума пӑрахнӑ ӗҫлӗ ҫынна хӑй умӗнче пуҫласа курнӑ пекех туйӑннӑ.

Так, как будто видела первый раз перед собой этого широкоплечего серьезного человека с неторопливыми движениями и суровыми глазами, давно уже не улыбавшегося и не отпускавшего шуток по ее адресу.

9. Ҫемье // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Енчен те карапа хирӗҫ вӗрекен ҫил сасартӑк ҫула майлӑ ҫаврӑнман пулсан, Дик ҫавӑн пек тупӑ та пулӗччӗ-и, тен.

Вероятно, Дик так бы и поступил, если бы ветер, дувший все время навстречу судну, не сменился вдруг попутным.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шӑрӑх кунсем тӑнӑ, ҫӗрле те сывласа сывлӑш ҫаврӑнман.

Дни стояли жаркие, ночи душные.

Тепӗр ҫултан // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Тӑкӑскӑ та ҫавӑрса ҫаврӑнман ваттӑ.

Плотная, тяжелая вата.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Икӗ Акимӗ те йӑпӑр-япӑр калаҫса ҫаврӑнман ҫынсем, пӗтӗм Гремячий хуторӗпе те чи хытӑ пуҫлӑ шуйттансем вӗсем.

Обоих Акимов не скоро своротишь, самые напряженные черти во всем Гремячем.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Владимирӗн сывлӑшӗ ыйтусем ҫине ответ пама та ҫаврӑнман.

Владимир не имел духа отвечать на вопросы.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫавна пула ку пӑтӑрмах Чӑваш Еншӗн экологи катастрофине ҫаврӑнман.

Куҫарса пулӑш

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Ҫавна пула ку пӑтӑрмах Чӑваш Еншӗн экологи катастрофине ҫаврӑнман.

Это не позволило данному происшествию для Чувашии обернуться экологической катастрофой.

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех