Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавна пула Ҫтаппан та: — Ху кӑмӑлна мӗн килӗшет, ҫавна хатӗрле, — терӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шаккур куҫа курӑнман хӑрушӑ вӑй пекех хӑватлӑ: кама ҫаратас тет, ҫавна ҫаратать, кама хур тӑвас тет, ҫавна хур тӑватъ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗн ыйтатӑн — ҫавна паратӑп, мӗн хушатӑн — ҫавна тӑватӑп саншӑн тенӗ пулать воевода.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗн киглӗ — ҫавна ҫи, мӗн тӑханас тен — ҫавна тӑхӑн».
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Ҫавна, тусӑм, ҫавна.
13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑт… шӑпах ҫавна кӗтрӗм те… ҫавна пулах салхулантӑм.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑна лӑплантарас тӗллевпе арӑслан ҫавна пит ҫӑмартинчен ҫуларӗ, ҫавна пула ҫавӑ сулӑнчӗ те урайне шеплетрӗ.Пытаясь умилостивить его, лев лизнул это в щеку, отчего оно пошатнулось и шлепнулось.
V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Фельдшерпа акушер пункчӗсен тӗп тӗллевӗ ҫакӑнта: аптраса ӳкнӗ ҫынсене пирвайхи пулӑшу парасси; пациентсене сиплесси; учетри ҫынсене, вӑрҫӑ инваличӗсене, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене, сиенлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсене профилактикӑпа диспансер тӗрӗслевӗсем, диспансеризаци, флюорографи витӗр кӑларасси; ҫире пур тата ача кӗтекен хӗрарӑмсен сывлӑхне тимлӗхре тытасси; ӑнӑҫсӑр ҫемьесемпе ӗҫлесси; 1 ҫул ҫитмен ачасене сӑнаса тӑрасси, ҫавна май пӗчӗк ачасен вилеслӗхне чакарасси; ҫулталӑкченхи йывӑр чирлӗ пепкесене тӗрӗслесси; рахит, анеми чирӗсенчен профилактика тӑвасси; районти тӗп больницӑн тухтӑрӗсем ертсе пынипе эпидемисене хирӗҫ санитарипе гигиена мероприятийӗсем туса ирттересси, ҫавна май инфекци, паразит, професси чир-чӗрӗпе чирлессинчен, производствӑра е килте аманса сусӑрланассинчен сиресси.
Ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлӗҫ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.16, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=888&text=news-publikacii
Халӗ, ирӗклӗх чухне, интереслӗ: мӗн калас тетӗн — ҫавна кала, чуну мӗн тӑвас тет — ҫавна ту, — хуть кӑшкӑр, хуть ташла, хуть пуҫхӗрлӗ тӑрса кутӑн утса ҫӳре — городовой сана ӗнсерен ярса тытмасть, городовой ниҫта та ҫук, тарса пӗтнӗ шереметсем.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
«Ку вӑл, — тенӗ Репин, — эпӗ санпа мӗн тӑвас тетӗп — ҫавна тума пултарнине пӗлтерет: хушатӑп — ҫавна ту, ҫапатӑп — хирӗҫ ан ҫап.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн мӗн те пулин тумалла пулсан, эпӗ хама ҫавна ниепле те тутарттараймастӑп, манӑн мӗн те пулин тумалла мар пулсан, эпӗ ҫавна тумасӑр ниепле те чӑтса тӑраймастӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Пест ӗнер каҫ пирвайхи хут 5-мӗш бастион блиндажӗнче пулнӑ-мӗн те, ҫавна кура, пушшех мӑнаҫланса кайнӑ, ҫавна пула вӑл хӑйне хӑй герой вырӑннех хурать-мӗн.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Мустангер ҫавна пӗлнӗ, анчах вӑл ҫавна пӗлес мар пулсан та, пурӗпӗрех халь кая пулнӑ.Мустангер это знал, но если бы он и не знал этого, все равно было уже поздно.
LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавна, ҫавна, пӳрте илсе кӗнӗскерне, ӳкӗте кӗртеймен те вӑл.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Шӑпах ҫавна калатӑп та, тӑванӑм, ҫавна калатӑп.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫавна пурнӑҫлама пултаратӑр пулсан — тытӑнӑр, районта ҫавна татса пама пултармалли майсене тупаймасан — тӳрех калӑр.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Эпӗ ҫавна ҫеҫ ӑнланмастӑп, халь халӑхран ыйтмаҫҫӗ ертӳҫӗсем, мӗн пуҫӗсене пырса кӗнӗ ҫавна тӑваҫҫӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Ҫавна шута илмелле-ҫке, — Андрей Саввич Сергей ҫине хурлӑхлӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ, — ҫавна шута илмелле, Сергей Тимофеевич, ӗнине вӑл хӑй илмен, эпир ӑна райзоран патӑмӑр…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унра ырӑ марри мӗн пур, ҫавна пӗтӗмпех эпӗ халь савӑнса кайсах асӑрхаса тӑтӑм, мӗншӗн тесен ҫавна пула манӑн лӑпланмалла пулнӑ; ҫакна пулах манӑн: вӑл ман арӑма тивӗҫ мар, арӑм, хӑй калашле, ҫав таранах анса ларма пултарайман-ха, — тесе шутламалла пулнӑ.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.