Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавасене (тĕпĕ: ҫава) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ванюш ҫавасене туптаса пӗтерчӗ те ват ҫынна тыттарчӗ, укҫана леш темле сӗнсен те илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗршшӳ ҫинчи ҫарансем ыран-паян ҫулмалла, Унти ута пуҫтарма ҫуллен ниме тумалла, Ҫавӑнпа та ҫимӗкрен сӑра хатӗр хӑварса Ҫывӑх кӳршӗ ялсенчен ниме чӗнсе хуртарса, Арӑш-шарӑш чурисем апат-ҫимӗҫ тӑваҫҫӗ, Арҫын тарҫи-тӗрҫисем ҫавасене туптаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑштахран хӗрпе каччӑ, килкартине, унтан, ӗҫлеме юрамалла ҫавасене йӑтса, сайхалӑх витӗр анкартине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Тимӗрҫӗ пичче, ҫавасене хӑҫан хӑйраса паратӑн?

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Илсе тухасса пурне те илсе тухрӗҫ ҫынсем ҫавасене, анчах вӗсем валли ӗҫӗ пит сахал пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атте пиччене пӑхкаласа тӑчӗ те: — Мӗн тӑватӑн эсӗ, Иван? Утине ҫулман, кӗреплесемпе аппаланатӑн. Кайса хур калла, ҫавасене ҫеҫ хӑвар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавасене те ӗнтӗ темиҫешер хут тӗрӗслесе хӑйранӑ, ҫул ҫинче ҫаплах никам та курӑнмасть те курӑнмасть.

Уже подправили косы, а на дороге все еще никто не показывался.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хамӑр ҫавасене эпир хамӑр та лапаткалатпӑр, кил, тепре ӑмӑртар, ав каҫалӑку юлать! — кӑшкӑраҫҫӗ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗл валли утӑ хатӗрлемелле пулнӑ: ҫавасене хӑйраса утӑ ҫулма тивнӗ.

Пришлось, отточив косы, взяться за косьбу, чтобы заготовить на зиму сена.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Спартак, кӑмака патне чупса пырса, какай шӑратмалли пысӑк тимӗре ярса тытрӗ, Эномайпа ыттисем тимӗрсене, ҫӗҫӗсене, ҫавасене юлташӗсем хушшинче валеҫсе тухрӗҫ.

Спартак подбежал к печи и схватил огромный вертел, в то время как Эномай снял топор, висевший на стене, собрав в охапку вертела, ножи и косы, он вышел из трактира распределять это оружие между товарищами, его примеру последовали и остальные.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тепӗр самантран вӗсем каллех ҫавасене сулма пуҫларӗҫ.

Через минуту они вновь размахивали косами.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Атай» тата «Мерчен» вокал ансамблӗсем пухӑннисене пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ вӑхӑтра Сархурӑн тата Атайкасси маттурӗсем ҫавасене туптассипе ӑсталӑх кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех