Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑрттанпа (тĕпĕ: ҫӑрттан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ пулӑ ҫунаттисене васкамасӑр та пӗлсе хуҫать, унӑн пырши-пакартисене кӑларса пӑрахать, унтан тепӗрне тасатма пуҫлать, ҫапла вӑл, Нюра ҫӑрттанпа тӑрмашнӑ вӑхӑтра, кӑртӑшсене пӗтӗмпех тасатса пӗтерет.

Тот уверенно и неторопливо сбивает колючие плавники, потрошит, потом берет следующего, и, пока Нюра возится со щукой, все ерши оказываются очищенными.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя сиксе ӳксе ӑна сухисенчен ярса тытать, ҫапкаланакан ҫӑрттанпа пӗрле ҫыран ҫине йӑванса каять.

Костя рывком хватает ее под жабры и падает вместе с бьющейся щукой на берег.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Эпир Гарик анчахрах тытса килнӗ ҫӑрттанпа уланкӑран пӗҫернӗ пулӑ шӳрпине ҫиетпӗр.

Гарик, я и Аленка ели уху, сваренную из щуки и окуней, пойманных Гариком.

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Резина кимӗре икӗ ҫӑрттанпа спиннинг курӑнса выртаҫҫӗ.

В резиновой лодке лежали две щуки и спиннинг.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Пулӑҫӑ-кайӑк чӗрни хушшине хӗстернӗ ҫӑрттанпа вӗҫсе хӑпарнӑ чух карап ҫинче шӑши ҫури пулман.

Когда рыболов тяжело поднялся из воды со щукой в когтях, на перевёрнутом кораблике никого не было.

Карап тусни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

— Вӗсем Ҫӑрттанпа иккӗшӗ пӗр-пӗринчен вӗренеҫҫӗ: Ҫӑрттан хӑш чухне Давыдовӑн «факт» сӑмахне персе ярать, Давыдов кӗҫех акӑ: «Хаклӑ граждансемпе савнӑ карчӑксем!» — теме пуҫлӗ, — хушса хучӗ Обнизов старик.

— Они со Щукарем один у одного обучаются: Щукарь нет-нет да и ввернет давыдовское словцо «факт», а Давыдов скоро будет говорить: «Дорогие гражданы и миленькие старушки!» — добавил старик Обнизов.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех