Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫырусенчен (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аха, шкул парти хушшинчен, Тамарӑна вӑрттӑн панӑ ҫырусенчен пуҫланнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗнеке ҫырасси вара ахаль ҫырусенчен пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Тимуш ҫырусенчен пӗрне хӗвне чикрӗ те ыттисене, пуҫтарса, мунчала татӑкӗпе ҫыхрӗ, каялла ҫӳпҫене хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл малтан янӑ ҫырусенчен пӗри пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫырусенчен пӗрне лампа патнех тытрӗ те пуҫларӗ вулама (адрес тупас тесе ҫеҫ кӗнӗччӗ — вуламах тытӑнчӗ-ха ӗнтӗ).

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чӑваш Енрен вӑрҫӑ хирне кайнисене валли ҫырнӑ ҫырусенчен калӑпланӑ Ҫӗнӗ Шупашкарсен стенчӗ ҫине, республика Пуҫлӑхӗ ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансене хисеплесе, ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ ҫӗнтерӳпе каялла часах таврӑнма чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Ар кӗсйинче — ҫырусенчен пӗри.

В кармане его лежало одно из писем.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Юнашар ларакан юлташӑн хулпуҫҫи урлӑ ҫав ҫырусенчен пӗринче пуҫламӑшӗнчех хам хушаматӑма вулама ӗлкертӗм.

Через плечо соседа в начале одной из записок я успел прочесть свою фамилию.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

1804-мӗш ҫулта арӑмӗ патне янӑ ҫырусенчен вӑл ҫав тери тарӑхса ҫитни курӑнать.

В 1804 году в его письмах к жене уже сквозит отчаяние.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Леш юлашки каҫ шара — уйрӑмах ҫырусенчен — тата аванрах пӗлсе ҫитрӗн.

А в тот последний вечер узнал ее — особенно из писем — еще больше.

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Эпӗ ҫырусенчен пӗрне хӑвӑрт кӑна пӑхкаласа тухрӑм, унтан, тӳсеймесӗр, тепӗрне, часах вара Валя вӗсене кӑтартма мӗншӗн иккеленсерех тӑнине, мӗншӗн сасартӑк вӑл халь васкасах кухньӑна тухнине ӑнланса илтӗм.

Я мельком пробежал одно письмо, второе и понял, и почему Валя колебалась показывать или не показывать их, и почему вдруг заторопилась на кухню.

3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Автомобиль фабриканчӗсем патне янӑ ҫырусенчен ним усси те пулман.

Письма к автомобильным фабрикантам оказались бесполезны.

21. Мотор // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вӑл пӗлет сана ман ҫырусенчен.

Она ведь знакома с тобой по моим письмам.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӑн-чӑн тусӑм манӑн хам таврашрах пулнӑ иккен, ӑна тӗл пулсан ыталаса илме, Катя патне ҫырнӑ ҫырусенчен ярса ӗлкӗрейменнисенче мӗн-мӗн ҫинчен каланине ӑна пӗтӗмпех пӗлтерес тесен, катер ҫине лармаллаччӗ те ун патне ҫитме ҫирӗм минут ишмеллеччӗ.

Между тем друг, и самый истинный, был так близко, что стоило только сесть на катер — и через двадцать минут я мог обнять его и рассказать ему всё, о чём я рассказывал Кате в своих неотправленных письмах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня Энскра тупнӑ ҫырусенчен пӗринче атте акӑ мӗнле ҫырнӑччӗ: «утмӑл йытӑран нумайӑшне Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче чухнех персе вӗлермелле пулчӗ», тенӗччӗ.

В письме, которое Саня нашёл в Энске, отец писал, что «из шестидесяти собак большую часть ещё на Новой Земле пришлось застрелить».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна, Даша инке сасӑпа вулакан тахҫанхи ҫырусенчен пуҫласа, пурне те каласа патӑм.

И я рассказал ему всё — начиная с чужих писем, которые когда-то читала мне вслух тётя Даша.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫырусенчен пӗрне Даша инке час-часах вулама юрататчӗ.

Одно из этих писем тетя Даша читала чаще других –

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ҫыру вӑл ку таранччен ҫырнӑ ҫырусенчен чи ачашши тата чи пысӑкки пулчӗ.

Это письмо получилось самое нежное и самое большое за всю их переписку.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

(Ҫырусенчен.)

(Из писем.)

Кӗске доклад // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 174–175 с.

24. Аслӑ священника Симона ҫав ҫырусенчен ҫырса илнине ярса панӑ.

24. Список с этих писем написали Симону первосвященнику.

1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех