Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫырла сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫырла (тĕпĕ: ҫырла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑксем хушшинче ҫырла курӑкӗсем — шур ҫырли, хура ҫырла, кӑвак ҫырла, морошка курӑкӗ нумай.

Среди мхов много ягодных растений: клюквы, черники, голубики, морошки.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пулӑсем кунта вӑлтана шыва пӑрахнӑ-пӑрахманах туртма пуҫланӑ; тӗрлӗрен ҫырласем — ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли тата хура ҫырла питех те йышлӑ пулнӑ.

Правда, рыба клевала, как только крючок уходил под воду, земляники, малины и черники было столько,

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ҫырла ҫикелетпӗр — йӗплӗ хулӑ ҫырли, иртнӗ ҫултан юлнӑ хура хӑмла ҫырли, хура ҫырла, упасарри ҫулҫи.

— Ежевику рвали, терн прошлогодний, он еще кое-где на кустах уцелел, чернику ели, побеги папоротника.

Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.

1. Господь показал мне: и вот, две корзины со смоквами поставлены пред храмом Господним, после того, как Навуходоносор, царь Вавилонский, вывел из Иерусалима пленными Иехонию, сына Иоакимова, царя Иудейского, и князей Иудейских с плотниками и кузнецами и привел их в Вавилон: 2. одна корзина была со смоквами весьма хорошими, каковы бывают смоквы ранние, а другая корзина - со смоквами весьма худыми, которых по негодности их нельзя есть.

Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӑмпасем ҫеҫ мар лӑсӑллӑ вӑрманта, тӗрлӗрен ҫырла та нумай ӳсет: хура ҫырла, кӗтмел, мӑк ҫырли.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Вӑрманта кӑмпа, ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли, хура ҫырла нумайччӗ.

В лесу было много грибов, земляники, малины, черники.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫырли хуп-хура, кашни ҫырла ҫинче тата пӗчӗк ҫырласем нумай.

Они совсем чёрные, и на каждой ягоде — много маленьких.

Пурҫӑн хурт йывӑҫҫи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Валеҫсе хумасан, ҫырла (уйрӑмах ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли) лапчӑнма пултарать.

Иначе они легко мнутся (особенно клубника и малина).

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Эпӗ пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырли, халлӗхе симӗсрех виноградпа хӑмла ҫырли нумай тупрӑм, йӗплӗ ҫырла тӗвӗленме кӑна тытӑннӑ-ха.

Я нашел много земляники, крупной, совсем спелой, зеленый виноград и зеленую малину, а ежевика только-только начала завязываться.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тутанса пӑхма пӗр ҫырлине илсе пӑхас тесе, пӗшкӗнетӗн те, пӗр ҫырлапа пӗрле темиҫе ҫырла ӳссе ларнӑ симӗс ҫип туртса кӑларатӑн.

Наклонишься взять одну, попробовать, и тянешь вместе с одной ягодинкой зеленую ниточку со многими клюквинками.

IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Манӑн кӗсьере юн пек хӗрлӗ пӗрлӗхен ҫырли те, кӑвак хура ҫырла та, хӗрлӗ кӗтмел ҫырли те пурччӗ.

Еще у меня была в кармане кровавая ягодка костяника, и голубая черника, и красная брусника.

Тилӗ ҫӑкӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 7–9 с.

Ҫак хура ҫырла майлӑ кӑвак ҫырлана мӗнле каланине те сасартӑк астуса илтӗм эпӗ, — гонобобель, е сенкер ҫырла тетчӗҫ пулмалла, ҫакна пӗлни темле пысӑк хыпар марччӗ те, ҫапах эп калама ҫук хаваслантӑм.

Я вспомнил, как называется та сизо-чёрная ягода, похожая на чернику, — гонобобель, или голубика, — и страшно обрадовался, хотя это было не бог весть какое открытие.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӑк хушшинче шур ҫырли хӗрлӗн курӑнкалать, морошка, кӑвак ҫырла тӗмӗсем курӑнса лараҫҫӗ.

Среди мха краснели ягоды клюквы, выглядывали кустики морошки, голубики.

Ҫулла тундра тӑрӑх сӳрени // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундрӑра йывӑҫсем ӳсме пултараймаҫҫӗ, унта вӗтӗ ҫулҫӑллӑ лутра хурӑнсем тата ҫырла тӗмӗсем — кӗтмел, морошка, голубика, шур ҫырли тӗмӗсем анчах ӳсеҫҫӗ.

Деревья в тундре не могут расти, а растут только низенькая карликовая березка с маленькими листочками, ягодные кустарники: брусника, морошка, голубика и клюква.

Тундра // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хура ҫырла майлӑ пьяника ҫырлисем кӑваккӑн курӑнса тӑраҫҫӗ.

Синеют ягоды пьяники, похожие на чернику.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Славик варени чашӑкӗнчен чей кашӑкӗпе пӗр ҫырла ӑсса хыпрӗ те ҫӑвара юлнӑ ҫырла вӑррине ниҫта чике пӗлмесӗр чӗлхипе кустарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ун хыҫҫӑн эпӗ Лидӑпа ҫырлана кайнӑ уҫланкӑра пултӑм, пӗр ывӑҫ ҫырла татса ҫирӗм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Пӑхӑр, мӗн чухлӗ ҫырла! — кӑтартрӗ вӑл вӗлтӗренлӗ-хутӑшлӑ ҫырла аврисем ҫине.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫупкӑм-ҫӳпкӑм ҫырла, пиҫнӗ ҫырла Такамах кӗтет-шим хӗрелсе…

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫупкӑм-ҫупкӑм ҫырла, пиҫнӗ ҫырла Такамах кӗтет-шим хӗрелсе…

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех