Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑрӑн (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типсе кайнӑ ҫӗр ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсене хӑвӑрт сӑхса илет те исленсе каять.

Сухая земля быстро впитывает первые капли дождя и намокает.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хлорофиллне кӗр-кукамай сӑрӑхтарса илнӗ ҫулҫӑсенчен пӗршӗннисем те, кӑнчӑхнисем те, кӑнчӑр сивӗ ҫапнипе хӑмӑрланса усӑннисем те, ӗнерхи лӑс-лӑс ҫумӑрӑн юлашки «шӑратнӑ тӗксӗм кӗмӗлне» тумлатаканнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗпӗсем, хӑйсене сарайне хӑваланине пӗлмесӗр, тӗлсӗррӗн тӗпӗртетсе ҫӳрерӗҫ, ҫумӑрӑн пӗрремӗш тумламӗсем ӳккелеме пуҫласан кӑна хӑш-пӗр чӗпписем хӳшӗ айнелле чавтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шӑплӑхӑн тата аслатиллӗ ҫумӑрӑн харӑс хуҫаланӑвне ҫав тери татӑклӑн килсе ҫапнӑ тӑвӑллӑ ҫил пӗтерсе хучӗ; вӑл тӳрех курьер пуйӑсӗн хӑвӑртлӑхӗпе куҫрӗ, унӑн ӑнтӑлуллӑ ҫивӗчлӗхӗнче йывӑҫсем вӑтӑр градус кӗтес туса авӑнаҫҫӗ, вӗтӗ хунавсем вара сив чир чухнехилле чӗтреҫҫӗ.

Междуцарствие тишины и грозы кончилось весьма решительным шквалом, сразу взявшим быстроту курьерского поезда; в его стремительном напряжении деревья склонились под углом тридцати градусов, а мелкая поросль затрепетала как в лихорадке.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Маларах ӗҫнӗ шурӑ эрех ӑш-чике кӑштах ӑшӑтать, ӳт вара ҫумӑрӑн пӑр пек сивӗ тумламӗсем ҫапӑннипе шӑнса-кӳтсе кайрӗ.

Выпитая водка кое-как согревала внутренности, предоставляя коже зябнуть и коченеть от ледяных брызг дождя.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Броневик кайнӑ енче, инҫетре, аслатиллӗ пӗлӗтрен чалӑшлатса ҫӑвакан шалкӑм ҫумӑрӑн кӑвакрах ярапийӗсем кашталанса тӑни курӑнать.

В стороне, куда шел броневик, из грозовой тучи свешивались косые сизые полосы ливня.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ӳпле шӑтӑкӗнчен ӗнтӗ ӗнерхи пек тӑвӑллӑн шапӑртатса мар, юлхавлӑн вӗтӗртетсе тӑракан тата ҫума чарӑнас та ҫук пек туйӑнакан ҫумӑрӑн виҫӗ кӗтеслӗ ластӑкӗ курӑнать.

В отверстии шалаша виднелся треугольный кусочек дождя, уже не бурного, а ленивого и, казалось, нескончаемого.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Аякранах, ҫумӑрӑн вӗтӗ читлӗхӗ витӗрех, эпӗ хӑма витнӗ, икӗ мӑръеллӗ, ыттисенчен ҫӳлӗрех курӑнса ларакан ҫурта асӑрхарӑм, ку вӑл староста ҫурчӗ пуль тесе шутларӑм та, эпӗ ун патӗнче сӑмавар, чей-сахӑр, питех йӳҫсе кайман хӑйма тупӑп пуль тесе, унталла кайрӑм.

Еще издали, сквозь частую сетку дождя, заметил я избу с тесовой крышей и двумя трубами, повыше других, по всей вероятности, жилище старосты, куда я и направил шаги свои, в надежде найти у него самовар, чай, сахар и не совершенно кислые сливки.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Тинӗс шайӗнчен 2440 метр ҫӳлерех вырӑнта вӑтам ҫанталӑк тӑрӑхӗ сарӑлса выртать — кунта ҫулталӑкри вӑтам температура 16° С яхӑн тӑрать, ҫумӑрӑн вӑтам норми 1270 мм пуҫласа 1780 мм таран танлашать.

Выше 2440 м над уровнем моря лежит зона умеренного климата со среднегодовой температурой около 16°С и средней нормой осадков от 1270 до 1780 мм.

Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97

Кемӗр мэрийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх сехет хушшинче хулара ҫумӑрӑн уйӑхри норми ҫуса кайнӑ, ҫавна май ҫумӑр шывӗ юхмалли пӑрӑхсене йывӑр тивнӗ, пысӑк калӑпӑша пула вӗсем юхтарса кӑларайми ӗҫленӗ.

В течение часа на город выпал месячный объем осадков, в связи с этим ливневая канализация работала с перегрузкой, сообщает пресс-служба мэрии Кемерова.

Кемӗрте паян сехет хушшинче ҫумӑрӑн уйӑхри норми ҫунӑ // Аҫтахар Плотников. https://www.kommersant.ru/doc/4928737

Пассажирӗсем канлӗ ҫывӑраҫҫӗ, пӑрахут команди вара куҫӗсемпе бакена шыраса ҫумӑрӑн шурӑрах тӗксӗмлӗхне тинкерет.

Пассажиры спокойно спят, а вся команда впивается глазами в беловатую мглу дождя, отыскивая бакен.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кӳме витти ҫине шултра ҫумӑр тумламӗ йывӑррӑн ӳкрӗ… унтан тепри, виҫҫӗмӗше, тӑваттӑмӗшӗ, вара пирӗн ҫире такам параппан ҫапнӑ пек кӗрлеме тытӑнчӗ, пӗтӗм тавралӑх шапӑртатса ҫӑвакан ҫумӑрӑн пӗр евӗрле шавӗпе тулчӗ.

На кожаный верх брички тяжело упала крупная капля дождя… другая, третья, четвертая, и вдруг как будто кто-то забарабанил над нами, и вся окрестность огласилась равномерным шумом падающего дождя.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хирӗҫ вӗрекен ҫил ӑна шума чӑрмантарчӗ, вӑйланнӑҫемӗн-вӑйланса пыракан ҫумӑрӑн шултра тумламӗсем те, кимме тытса чарасшӑн пулнӑ пек, ӑна пӗрмай кассӑн-кассӑн пырса ҫапрӗҫ.

Встречный ветер мешал движению, крупные капли все усиливающегося дождя непрестанно били по ней, будто тоже хотели задержать ее.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Уй-хиртен сивӗ ҫил килсе ҫапӑнать, таҫта инҫетре ҫӑвакан ҫумӑрӑн тусанне вӗҫтерсе килет.

С поля налетал холодный ветер, принося мелкую пыль отдалённого дождя.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Огневойӗнче Шура, хӑйӗн малалла тӑснӑ аллапийӗ ҫине хӗвеллӗ ҫумӑрӑн вӗтӗ пӗрчисене пухса, савӑнӑҫлӑн калаҫса тӑнӑ чух, Маковей вӑл куҫӗсемпе пӑшӑрхануллӑн такама шыранине асӑрхарӗ.

Когда она стояла на огневой и радостно болтала, ловя в протянутые ладони мелкий солнечный дождик, Маковей заметил, как тревожно перебегал ее взгляд по людям, ища кого-то.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Черныш вӑл ӑҫталла пӑхнине пӗлмест: ун ҫинелле-и е хӗвелпе йӑлтӑртатакан ҫумӑрӑн кӗмӗл ҫипписем ҫӳлтен тытса чарайми тӑкӑнни ҫине-и?

Черныш не знал, смотрит она на него или на пронизанную солнцем серебристую пряжу дождя, неудержимо падавшую с высот.

XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫап-ҫутӑ вокзал, вӗтӗртетсе ҫӑвакан ҫумӑрӑн сарӑ тӗтри ӑшӗнчи трамвайсен йӑлтӑркка ҫутисем…

Освещенный вокзал, яркие огни трамваев в желтом тумане моросящего дождя…

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫумӑрӑн кашни тумламӗ мӑн хисепре, вӑл пит те кирлӗ вӑхӑта ӳкерчӗ, тырӑ кӑҫал ӑнса пулассӑн туйӑнать Шерккее.

Дождь сейчас, как божья благодать, каждая капля кажется Шерккею счастьем: будет, будет урожай!..

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Акӑ, темӗскер шавлама пуҫларӗ, вӑл ҫывхарсах, ҫывхарсах килет, акӑ ӗнтӗ ҫумӑрӑн малтанхи шултӑра та йывӑр тумламӗсем пӑт-пат ӳкме пуҫларӗҫ.

Что-то зашумело — ближе, ближе, и первые тяжелые, большие капли дождя упали на землю.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тӳпере пур енчен те аслатиллӗ ҫумӑрӑн йывӑр пӗлӗчӗсем юхма пуҫларӗҫ.

По небу полезли со всех сторон тяжелые грозовые тучи.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех