Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫулӗсемпе (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллӑ суту-илӳ ҫулӗсемпе каялла кайма май пулман — вӗсене пурне те йӑлтах португалсем (вӗсене конкурентсен пур карапӗсене те путарма хушнӑ пулнӑ) тытса тӑнӑ, ҫавна май ҫулҫӳрев питӗ кӑткӑс пулнӑ.

Сложность путешествия была в том, что следовать проверенными торговыми путями было нельзя ввиду их полного контроля португальцами, которым был дан указ топить любые суда стран конкурентов в этих водах.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Хула автомобиль ҫулӗсемпе Славонски-Брод, Вуковар, Вировитица хуласемпе, ҫавӑн пекех Венгрипе, Сербипе тата Боснипе Герцеговинӑпа ҫыхӑннӑ.

Город связан автомобильными трассами с хорватскими городами Славонски-Брод, Вуковар, Вировитица, а также с Венгрией, Сербией и Боснией и Герцеговиной.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Ара, чӑн та, кам асӑрхаман пуль, хула ҫулӗсемпе утма май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тайта хуҫалӑхне аталантарас ӗҫре юханшыв ҫулӗсемпе сывлӑшри ҫулсем тата Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.

Большое значение для развития хозяйства тайги имеют речные пути и Северный морской путь.

Тайгари ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

2. Материала конкретлӑрах тӑвас, ӑна вӗренекенсен ҫулӗсемпе ытларах майлаштарас тесе, учебника сӑнласа ҫырнӑ темиҫе географиллӗ калав кӗртнӗ, ҫавӑн пекех тата ӗҫре кирлӗ текста юсанӑ, ӳкерчӗксене нумайлатнӑ.

2. В целях большей конкретизации материала, большего приспособления его к возрасту учащихся в учебник внесен ряд образных географических описаний, соответственным образом переработан деловой текст, увеличено количество иллюстраций.

Географи. Пуҫламӑш шкулӑн 4-мӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке. 2-мӗш пай // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Ӑру ҫулӗсемпе» персональлӗ куравра Уфари технологипе дизайн колледжӗн виҫҫӗмӗш курсри студенткин Марина Щелконогован ӗҫӗсене тӑратнӑ.

На персональной выставке «Дорогами поколений» представлены работы студентки третьего курса Уфимского колледжа технологии и дизайна Марины Щелконоговой.

Пушкӑртра СВОна хутшӑнакан ҫынсене халалланӑ персональлӗ курав уҫӑлнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3464652

Шӑпах та вӗсен малтанхи задачисем шутне кӗпере хуралласси, Союзран килекен колоннӑсене кӗтсе илесси, грузсене кӑткӑс минӑсем лартса тултарнӑ сӑрт-ту ҫулӗсемпе турттарма пулӑшасси кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ахтупайпа пӗрле вӑрҫӑ ҫулӗсемпе ҫӳресе тата халь ик эрне ытла чӑтлӑхра пурӑнса Ятламас вӑрман илемне кӑшт чухлакан пулчӗ, ҫӗр ҫулхи юмансемпе, вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗренесемпе, куҫа илӗртекен чечексемпе, сар кайӑксемпе хӑй тӗллӗн «калаҫма» вӗренсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑскерӗн ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсемпе пӗр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Вӗсем мӗн калаҫнине илтетӗп, акӑ тимлӗрех тӑнлама пикентӗм, мӗншӗн тесен калаҫу темӗнле ҫурт пирки пырать, — унта урай таса кӗмӗлтен имӗш; юмахри капӑрлӑх, ҫӗр ай ҫулӗсемпе унашкал ытти тем те пӗр ҫинчен шапӑлтатаҫҫӗ.

Я слышал, что они говорят, и стал прислушиваться внимательнее, так как разговор шел о каком-то доме, где полы из чистого серебра, о сказочной роскоши, подземных ходах и многом подобном.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ ҫурҫӗрччен ахалех калла-малла сукмаксемпе, ял ҫулӗсемпе ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрерӗм, мана никам та чараканни тӗл пулмарӗ.

Но напрасно до полуночи кружил я тропками, проселочными дорогами — никто не останавливал меня.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вуласа пӗтерсен Давенант куҫҫульне тытса чараймарӗ, — ют ҫын, ҫулӗсемпе те, опытпа та унран уйрӑлса тӑраканскер, ун тӗлӗшпе ҫав таран шанчӑклӑ пулни тӗлӗнтерет.

Слезы потрясли Давенанта, когда он кончил чтение, — столь чудесной казалась ему эта верность отношения к нему чужого человека, различного с ним возрастом и опытом.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нӳрӗке ӳт-кӗлеткен шалти ҫулӗсемпе юн тымарӗсене сӑрхӑнса кӗме, унти шывсӑрлӑха пула нумай вӑхӑт хушши ҫӑралнӑ юна шӗветме вӑхӑт кирлӗ.

Должно пройти время, пока влага внутренними путями организма проникнет в кровеносные сосуды и там разжижит кровь, сгустившуюся от долгого безводья.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Хамӑр ҫул ҫинче эпир вуникӗ нимӗҫ эшелонне йӑвантарса ярса хӑвартӑмӑр, чугун ҫулӗсемпе шоссе ҫулӗсем ҫинче вӑтӑр кӗпер сывлӑша сирпӗнтертӗмӗр, ҫапах та нимӗҫсем пире Днестр шывӗ патне епле пырса тухнине асӑрхаймасӑрах юлчӗҫ.

По пути было пущено под откос 12 немецких эшелонов, взорвано 13 железнодорожных и шоссейных мостов, и всё-таки наше появление на подходах к Днестру осталось для немцев незамеченыем.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Аэродром патне ҫитме ҫӗр хӗрӗх километра яхӑн чӑтлӑх вӑрман ҫулӗсемпе каймалла.

Пробирался к аэродрому — до него было около ста сорока километров — глухими лесными дорогами.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗр ҫынсене ҫӗршывӑн чукун ҫулӗсемпе хӑтлӑ ҫӳреме, республика экономикине вӑй илсе ҫӗкленме пулӑшать!

Благодаря которому жители могут комфортно передвигаться по стальным магистралям нашей страны, а экономика республики расти и процветать!

Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/01/glav ... aet-s-dnem

Вӑл хитре, ҫамрӑкчӗ — Николай Ивановичран та ҫамрӑкрахчӗ, анчах та эпир часах унӑн характерӗ хӑйӗн сӑн-пичӗпе те, хӑйӗн ҫулӗсемпе те пӗртте килӗшменнине куртӑмӑр.

Она была красивая, молодая — еще моложе Николая Ивановича, — но мы быстро убедились, что ее характер совсем не соответствовал ни внешности, ни возрасту.

56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Трофей лашисем ту ҫулӗсемпе ҫӳреме хӑнӑхман, вӗсем майсӑрскерсем.

Горная дорога была непривычна и неудобна строевым трофейным коням.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ку вӑхӑтранпа вӑрҫӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫулӗсемпе тӑшман хыҫҫӑн нумай утма тиврӗ.

Много пришлось с тех пор проехать, пройти, пролететь по пятам врага, по путанице бесконечных фронтовых дорог.

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсемпе виҫӗ ҫул хушши пӗр юсамасӑр ҫӳрерӗ!

Три года по фронтовым дорогам без капиталки выходила!

Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех