Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитмесен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫимун хӑта каҫа таврӑнса ҫитмесен, значӑтнӑ, Потаповӗ патне хам кайса килетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ир ҫитмесен икӗ хӑрушлӑх пурччӗ: пӗрремӗшӗ — Мишша тете чӗнмесӗр ҫӳрени, иккӗмӗшӗ — ирхине вӗллерен ҫӑвӑр хуртсем уйрӑлса тухни.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Ҫитмесен, тата лайӑхрах ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Енчен те ҫитмесен, — кӑшт тӑрӑхласарах ыйтрӗ Архипов.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫитмесен эс пулӑшатӑн, — лӗхӗлтетсе кулса ярать Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тем ҫитмесен — хурланать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Малтанхи пек шӑкӑл-шӑкӑл, ырӑ пурнӑҫ майлашӑнсах ҫитмесен те, шухӑ кӑмӑл пӗтӗ-ха Вассан, терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тимуш карттусне хыврӗ те тытӑнчӑк сассипе: — Ҫитрӗм, тӑванӑм. Ҫулӗ чӑрмавлӑ пулчӗ, ҫапах — ҫитрӗм. Вӑхӑтра ҫитмесен юрать-и вара, эпӗ те салтак вӗт, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тырри ҫӑкӑрлӑх ҫитмесен пашалупа ҫырлахӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗн те пулин ҫитмесен — тӳрех хамран ыйт!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмесен, кайран та татӑпӑр, — унпа Кирук та килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кишӗр ҫитмесен, ҫарӑк нумайрах тураса яр.

Если у тебя не хватит моркови, накроши побольше редьки.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

— Унти ачасем, иртнӗ ҫул вӗрентнӗ учительница ҫине тӑманнине пула, хӑйсене йӗркесӗр тытаҫҫӗ, тетӗр, куна пӗлетӗп эпӗ, ман хамӑн пултарулӑхӑма йывӑрлӑхра тӗрӗслесе пӑхас килет, пӗччен ҫӗнме вӑй ҫитмесен, эсир те пулӑшӑр, ытти учительсем те пулӑшма хирӗҫех пулмӗҫ, — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Сирӗн фактсем ҫитмесен те пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳ тума пултаратӑр.

У вас может не хватать фактов, и вы сделаете неправильные выводы.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытах, хамӑн ал ҫитмесен, пӗр-икӗ хӗрарӑм тара тытма та пулать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитмесен кӑштах хушса тӳлемелӗх хамӑн та пурччӗ-ха, — чун-чӗрӗленсе хуравларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑй ҫитмесен, мӗн тӑвас тетӗн?

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫа ҫитмесен, усрас ӗнине те сутма пултарать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паттӑр парни ҫитмесен, уншӑн хам тӳлетӗп, — тесе, вӑл пӗрре Энтрей, тепре Кирам ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитмесен, пырса илетӗр.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех