Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫарантан (тĕпĕ: ҫаран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем, ҫарантан ҫарана куҫса ҫӳресе, ӗне, сурӑх, вӑкӑр тата лаша кӗтӗвӗсене кӗтнӗ.

Они пасли коров, баранов, быков и лошадей, переходя с пастбища на пастбище.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пан, кукшине хӑю тытнӑ тутӑрпа шӑлса илет те, нимӗн чухлӗ те вӗчӗрхенмесӗр, ҫурма уҫҫӑн кулкалать, унтан вӗсем, вахмистрпа иккӗшӗ, ҫулмалли ҫарантан ҫӗнӗ участоксем уйӑрса пама каяҫҫӗ.

Пан очень хладнокровно улыбался, вытирая каемчатым платком закатную розовость лысины, и шел с вахмистром отводить новые участки покосной травы.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурӑна киле эпӗ кӗтӳ ҫӳретме пилӗк карта тытрӑм, качакасене пӗр картинчи ҫарантан тепӗр картинчи ҫарана куҫарса ҫитерме алӑксем турӑм.

Со временем я устроил пять огороженных загонов; все они сообщались между собою воротцами, чтобы можно было перегонять коз с одного лужка на другой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫарантан кӑнтӑр енче улма пахчи пур, унӑн чул хуми хапхи ҫаран еннелле тухать; ҫавна хирӗҫле ҫаралнӑ тӑрӑллӑ Стара-планина тӑвӗ курӑнать, хысакӗ чӑнкӑ, тӗллӗн-паллӑн тем пысӑкӑш чулсем палӑраҫҫӗ, чечеклӗ айлӑмсем те пур.

С юга к лужайке примыкал сад, и на нее выходили открытые ворота его каменной ограды; с противоположной стороны открывался вид на Стара-планину, с ее голыми вершинами, крутыми обрывами, скалами и живописными цветущими склонами.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех