Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫамрӑках (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑках та мар вӗт-ха эсӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Уканӗ хӑй те Кулюккаран ҫамрӑках мар та-ха, качча тухманран халӗ те хӑйне хӗр вырӑнне хурать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫаврака питлӗ ҫамрӑках мар инке ачана хӑй патне илентерес темерӗ курӑнать, хӑш ялтан пулнине ыйтса пӗлсен хӑйӗнчен ҫичӗ ҫын урлӑ тӑракан хӗрарӑм патне кайма сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Йӑлтӑр хура ҫӳҫлӗ ҫамрӑках мар хӗрарӑм-секретарь Иринӑна кадрсен пайне кайма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унӑн, ҫамрӑках мар пулин те, ҫаврака, ҫемҫелмен кӑкӑрӗсем, кӗрен кофта хӗррипе тухса тӑраканскерсем, кӑштах туртӑнса илчӗҫ, парти ертӳҫин сӗлекине юхтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Завьялов умӗнче хул пуҫҫийӗ ҫине цыгансен мӑн чечеклӗ тутрине уртса янӑ ҫамрӑках мар самӑр хӗрарӑм тӑрать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурте алӑк патӗнчен темиҫе утӑмра кӑна тӑракан ҫамрӑках мар, самӑртарах хӗрарӑм ҫине пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрарӑмӗ ҫамрӑках мар, унӑн ҫӳҫӗ хушшинче кӗмӗл пайӑркасем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа хавхаланса, вӑл — ытла ҫамрӑках мар пулин те — ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Акӑ вӑл, сан ҫурӑму хыҫӗнчи, — икӗ хутлӑ чул ҫурт ҫине кӑтартрӗ ҫамрӑках мар ҫын.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Хуҫи ун — ҫамрӑках мар арҫын — хӑрах аллине кӗреҫе, теприне хунав йывӑҫ тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ларать ҫамрӑках мар ҫын кӗрхи пейзаж тӗксӗмлӗхӗнче, хӑй мӗнле картинӑна пӑрахӑҫлани ҫинчен калама пуҫларӗ художник.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кунта вӑл ҫамрӑках мар директорпа ҫывӑхран ҫывӑх паллашать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн упӑшки, финанс институтне пӗтернӗ ҫамрӑках мар ҫын, кӑмӑлӗпе те, хусканӑвӗсемпе те Сергей Николаевича пачах та хирӗҫле пулни ӑна тӳрех курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Аня ашшӗ пӗр заводра директорта ӗҫлетчӗ, амӑшӗ — учительница, вӗсем иккӗшӗ те ҫамрӑках марччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Хальлӗхе ман ҫинчен ҫырма иртерех-ха, кун пирки ҫӗркаҫах каларӑм сире. Фермӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан урӑхларах лару-тӑру вара. Халӗ акӑ Праски инке ҫинчен ҫырӑр», — тесе ҫамрӑках мар хӗрарӑм ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те витене кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ана илме ҫамрӑках мар хӗрарӑм ҫуран килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Куратӑп: кӗтесри пӗр сӗтел хушшинче ҫамрӑках мар, ветровка тӑхӑннӑ арҫын ларать.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫамрӑк тени пур ҫӗрте те ҫамрӑках ҫав.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Василий Петрович, ҫамрӑках мар пулин те, авланма ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех