Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑншӑн (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсӑр пуҫне Херш унта Киссинджер Никсонпа Вьетнамри вӑрҫӑн тӗп никӗсӗ пирки калаҫса татӑлнине уҫса панӑ — Кӑнтӑр Вьетнам, ҫакӑншӑн темле хак тӳлеме тивӗ пулсан та, коммунистсен аллине лекмелле мар.

Кроме того, Херш описал договоренность Киссинджера с Никсоном об основополагающем принципе войны во Вьетнаме — Южный Вьетнам должен оставаться некоммунистическим любой ценой.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Юлашки ҫулсенче Херш хӑйӗн статйисенче иккӗленӳллӗ информаци ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курнишӗн тата журналист кавар теорисене хӳтӗлеме хӑтланнишӗн ӑна ҫакӑншӑн час-часах критиклеҫҫӗ.

Публикации Херша в последние годы зачастую подвергаются критике из-за сомнений в достоверности источников его информации и склонности журналиста к отстаиванию теорий заговора.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Хальхи историксем ӑна час-часах япӑх ҫарпуҫӗ тесе хаклаҫҫӗ, ҫапах та 1742 ҫулта испансем Джорджие Флорида территоринчен тапӑнса кӗрсен Оглторп Блади-Марш патӗнчи ҫапӑҫура вӗсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑншӑн Англире ӑна паттӑрсен шутне кӗртнӗ, тепӗр ҫултан тӑван ҫӗршыва таврӑнсан ҫар хӗсметӗнче хӑвӑрт карьера пусми тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ; хӑйӗн карьерине вӑл парламентра ӳстерме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах испансенчен хӳтӗленес тӗллевпе Джорджие ямашкӑн ҫар пухас енӗпе тӑрӑшнӑ.

Современными историками он часто оценивается как плохой военачальник, однако когда в 1742 году испанцы вторглись в Джорджию с территории Флориды, а Оглторп сумел разбить их войска в битве при Блади-Марш, в Англии он стал считаться героем и, вернувшись на родину год спустя, стал регулярно получать повышения по военной службе; он продолжил карьеру в парламенте и одновременно занимался организацией набора войск для отправки в Джорджию с целью её защиты от испанцев.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Ӗҫме юрать-и ҫакӑншӑн? — Ҫимун черккине ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем пек савӑнчӗ ҫакӑншӑн председатель, тем пек тав турӗ ӑслӑ хӗрарӑма, вӗсен шкула ҫӳрекен ачисене тумтирпе пулӑшма сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗрӗссипе, ҫакӑншӑн суда памалла, анчах пӗррелӗхе каҫаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулянса ӳкмерӗ ҫакӑншӑн Татьяна.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

«Ҫакӑншӑн вӗсем хирӗҫ чӑркӑшма та хӑтланаҫҫӗ. Анчах усси пурах, чылайӑшӗ йӗркеленет — картана кӗрет», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫакӑншӑн Хайтар Илюша сеанс курма кӗртсе яратчӗ, ачасен умне вара кашнийӗнчех нуша — кино курма мӗнле кӗрсе каясси тухса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам айӑплӑ-ха ҫакӑншӑн? — шухӑша кайрӗ тӑлӑх арӑм, турӑш еннелле пӑхса илчӗ, Турӑран хӳтлӗх ыйтнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑншӑн амӑшӗ мӑнаҫланатчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпир икӗ алӑпа та ҫакӑншӑн сасӑлатпӑр, — терӗҫ харӑссӑн Ванюшпа Ваҫиле.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑншӑн сана, Ырӑ Туррӑмӑр, пин хут чӗркуҫленсе, чун-чӗререн тав туса пуҫҫапатпӑр!

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ӑна ҫакӑншӑн тав сӑмахӗ калатпӑр, малашне те ҫитӗнӳллӗ ӗҫлесе пыма ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Ҫакӑншӑн ӑна, стрелоксен 397-мӗш дивизийӗн 447-мӗш Пинск полкӗн 45 миллиметрлӑ тупӑсен батарейин командирне Яков Андреевич Инедеркин лейтенанта, Совет Союзӗн Геройӗн ятне те памалла пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Тавтапуҫ ҫакӑншӑн Алена Анатольевна Никитина воспитателе.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшнӑшӑн тавтапуҫ // Оксана ЮСУПОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... pu-3455154

Ҫакӑншӑн сире чӗререн тав тӑватпӑр!

Куҫарса пулӑш

Шкулчченхи вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... em-3455146

Нихватти мучи пурнӑҫне, пӗр ҫакӑншӑн кӑна, вилӗмсӗр теме пулать.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑншӑн разведчиксем награда илме тивӗҫ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑншӑн ӑна пирӗн ҫемье тав тӑвать.

Вся наша семья благодарна ей.

Виҫӗ ача ашшӗне ятарлӑ ҫар операцинчен килне тавӑрнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... hn-3398114

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех