Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман ӗҫ мар тесен шахвӑртса пӑх, систер ӑна: шанма ҫук, Ахтупай хӑйӗн чараксӑр чӗлхипе такам умӗнче персе ан ятӑрччӗ те.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑхӑтлӑх правительство пур вӗт, — шуйттан ҫисе ятӑрччӗ ӑна!Временное ж правительство есть, хай ему сто чертив у печонки.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унта помещик пурӑнать, шуйттан хуҫса ятӑрччӗ унӑн аяк пӗрчисене!
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ясногорская, ун ҫинелле пӗшкӗнсе, унӑн вӗри суранне ҫыхса ятӑрччӗ…Пусть бы Ясногорская, склонившись над ним, перевязывала ему горячую рану…
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шуйттан ҫунтарса ятӑрччӗ вӗсене, ҫавӑ ӑна кӑмӑла каять пулсан!
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл ҫав тери лайӑх, ӑна тӳрех тытса ҫисе ярас килет, чӑннипе каласан ӗнтӗ, вӑл хӑй кама та пулин ҫисе ан ятӑрччӗ.Она так хороша, что ее хочется прямо съесть, а на самом деле смотри, как бы она сама кого не съела.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл тата ҫапла та калать: Вильямпа иккӗшӗ вӗсем хӗрачасене хӑйсемпе пӗрле Англие илсе каясшӑн-мӗн; куншӑн пурте савӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен хӗрачасене тӑванӗсем патӗнче лайӑхрах пулӗ; хӗрачисем те шутсӑр хӗпӗртерӗҫ, хӑйсен хуйхисене мансах кайрӗҫ; король пӗтӗм пурлӑха хӑвӑртрах сутса ятӑрччӗ ҫеҫ, вӗсем ҫула тухма хатӗр.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Аҫа ҫапса тем ҫунтарса ан ятӑрччӗ тата.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Анчах сан земляку ан хирӗҫтӗрччӗ, нимӗҫ патне ҫырса ан ятӑрччӗ, — шикленерех астутарчӗ Мухояров: — вара, тӑванӑм, япӑх.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
37. Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; 38. ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда халӑха ир те, каҫ та Ҫӳлхуҫана кӗлтума, саккунсӑр, тӑван ҫӗрсӗр, Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх умӗнче Вӑл халӗ те унчченхи пекех Хӑйӗн пулӑшӑвне ятӑрччӗ, 11. тин кӑна кӑштах лӑпланнӑ халӑха Вӑл усал чӗлхеллӗ суя тӗнлисен пусмӑрне ан патӑрччӗ тесе тархаслама хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн; 25. эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн, 26. вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран 15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; 16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ: 5. патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ; 6. ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ сирӗн пурӑнӑҫа майлаштарса ятӑрччӗ! тенӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем кӑшкӑрнине-йӗнине илтсессӗн, йӗри-тавра тӑракан Израиль ҫыннисем, пире те ҫӗр ҫӑтса ан ятӑрччӗ тесе, пурте айккинелле пӑрахса тарнӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Фараон васкавлӑн Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, умӗнче тата сирӗн умӑрта ҫылӑха кӗтӗм; 17. манӑн ҫылӑхӑма тепӗр хут каҫарӑр ӗнтӗ, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑр, Вӑл ҫакӑ вилӗме манран сирсе ятӑрччӗ кӑна, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1