Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яриех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав япала яриех уҫса пӑрахнӑ алӑкран та, чӳречерен те тухса кайса тасалман, вӑл кӑкӑра хӗснӗ, сывлӑша пӳлнӗ, пыра йӗклентернӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Малтан вӑл урайнелле пӑхса ларнӑ, унтан ура ҫине тӑнӑ, чӳрече умнелле пынӑ, ҫанталӑк сулхӑнрах пулсан та, ӑна яриех уҫса янӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ялта вара йӑлтах урӑхла, кунта кӗтӳ шавӗ те, хӗрарӑмсем калинккесене яриех уҫса пӑрахса хӑйсен ӗни-сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӗтсе илни те, ача-пӑча хаваслӑ ҫуйӑхнӑ те, тусан та илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Такам чӳречисене яриех уҫса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Картиш алӑкӗ яриех уҫӑ, Сайхахӗсем ӑҫта кирлӗ унта сапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӳречесене яриех уҫнӑ пулсан та залра пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Залри кантӑксене пурне те яриех уҫнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман сасартӑк машинӑна чарчӗ те сылтӑм енчи алӑка яриех уҫса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

- Ыран 10 сехетре Ачкасси ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗн алӑкӗ яриех уҫӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Вӑл сиксе тӑрать, алӑка яриех уҫса ярать те алӑк умӗнче хӗрарӑм-дежурнӑя курать, алӑк хыҫӗнче, стена ҫумӗнче, Оля тӑрать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Йӗри-тавра тимӗр карта, анчах хапхи яриех уҫӑ, нимӗнле проходной та, хурал таврашӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ, Курак матки хапхана яриех уҫрӗ те: — Качи! Качи! Кач-кач-кач! — тесе чӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Колоннӑсем хыҫӗнче хӗрлӗ, кӑвак, симӗс кӗленчесемпе капӑрлатнӑ алӑксем виҫҫӗшӗ те яриех уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӑнах та, шашулкка сасси илтӗнчӗ, унтан тараса вӑрӑммӑн чӗриклетрӗ, тата кӑштах вӑхӑт иртрӗ те, пӳрт алӑкӗ яриех уҫӑлчӗ, ӗнерхи пекех, виҫӗмкунхи пекех, яланхи пекех ывӑлӗн лӑпкӑ сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Шоферӗ, лутрарах йӗкӗт, машинӑран тухса, хыҫалти алӑка яриех уҫса ячӗ, хӗрпе амӑшне ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӗҫех вӑл кӗҫӗн алӑка яриех уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Василий Филиппович сасартӑк алӑк патне шаплаттарса пычӗ те ӑна яриех уҫса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Алӑкне яриех уҫса пӑрахнӑ пӳртре тулти пек сивӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӳрт алӑкӗ яриех уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех