Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яри сăмах пирĕн базăра пур.
яри (тĕпĕ: яри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«О, яри, яри

— О-о…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уҫасчӗ яри алӑка, Уҫасчӗ яри алӑка.

Открыть бы дверь настежь, Открыть бы дверь настежь.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Шӑрӑх аптӑратнипе ҫил варкӑшӗ пултӑр тесе пахчана тата урама тухакан чӳречесене яри уҫса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кантӑксене яри уҫса янӑ пӳлӗмре иккӗшӗ кӑвакарчӑнсем пек кӑлтӑртатса калаҫса ларчӗҫ, пӗр-пӗрин пурнӑҫӗпе те малашри ӗмӗчӗсемпе паллашрӗҫ, ниме те вӑрттӑнлӑхра тытмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эсир хӑвӑр та редакцирен кайманччӗ-ха ун чухне, пӳлӗмӗрти чӳрече яри уҫӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Начальник алӑкне шаккамасӑрах яри уҫса кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ак вӑл яка пӑр ҫинче яри шуса ӳкрӗ, пуҫӗпе хытӑ ҫӗре пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун пек чухне эсӗ чӳречӳне ҫапла яри уҫса ярӑн та ынатлӑ туйӑмпа кӑмӑлна пусарӑн…

Иной раз ты вот так распахнешь окно, и тебе будет приятно…

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вара тарӑхса ҫитнӗ кӑмӑлӗн еккине яри уҫса ячӗ:

Потом он сказал почти сердито:

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Октябрӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски ялӗнче тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тӗп библиотека хӑйӗн алӑкӗсене вулакансемшӗн, округра пурӑнакансемшӗн яри уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d1%8d%d1%8 ... %87%d3%97/

Шухӑша путнӑ май сисмен те Тихӑн, алӑк яри уҫӑлчӗ те пӳрте хӗвел пек хаваслӑ Васса кӗчӗ, тӳрех ачисем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса пысӑк хапхана яри уҫса пӑрахрӗ те ӗнине ҫавӑтса урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан, унтан вара пӗр юратакан хӗрарӑмпа юлмалла та ҫӗр ҫул пурӑнмалла: тӑван ҫӗре юратса, сиплӗ шыва юратса, яри уҫнӑ кантӑка юратса, чунпа ӑнланакан юрӑсене юратса…

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Эпир чи малтан пулса курнӑ «Солнышко» ача сачӗн территорийӗ те, калиткене яри уҫса ярсанах, хӑйӗн хӑтлӑлӑхӗпе тыткӑнларӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Яри уҫӑ спортзал алӑкӗнчен коридорпа чупса каякансен ури сассисем илтӗнме пӑрахсан та вӑрахчен тӑмарӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Алӑка яри уҫса картише кӗме васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тин ҫеҫ ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларнӑ пӳртре, алӑкне яри уҫнӑ пулин те, пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Яри уҫӑлнӑ алӑкран ҫил вӑркӑнса кӗрсе таканари тӗке вӗҫтерсе ҫӗклесен тин, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ те сайхалӑх еннелле пӑха пачӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Турунов хӑйсене мухтаса калаҫни ҫеҫ мар, вӑл Ваҫка-Васка ертсе килнӗ этемсене, никам кӑмӑлне те кайман этемсене, ҫапла чунне яри уҫса питлени те килӗшрӗ пулас строительсене.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов яри уҫӑ алӑк хӑлӑпне аллинчен ямасӑрах пӳртри ҫынсене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех