Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яратчӗҫ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Итлесе выртма радио пурччӗ, палатӑра юнашар выртакансем тунсӑха сирсе яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирти ӗҫ пӗтсен тин ӑна килне яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аттепе анне хӑйсем ӗҫе кайнӑ чухне пире, пӗчӗк ачасене, килте пӗччен хӑварас мар тесе кукамайсем патне тӑтӑш леҫсе яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Аттепе анне пире хӑйсем ӗҫе кайнӑ чухне час-часах кукаҫейпе кукамай патне ҫырма урлӑ ӑсатса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Унсӑр пуҫне тепӗр чухне тата кӑшт мӗн те пулин сумкӑна хурса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Мана кӗтсе илетчӗҫ, ӑсатса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Ҫӗрӗпех тӗрлӗ юмах яратчӗҫ унта.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йӑли ҫавӑн пекчӗ-ши ун чух, халь калама та кансӗр: пӗр-пӗр доклад итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн сӑмах хускатса яратчӗҫ те (дискусси тетчӗҫ пулмалла ҫавна), ҫурҫӗр иртни сисӗнместчӗ, ҫутӑлатчӗ, хӗвел те хӑпаратчӗ, пуху ҫаплах пӗте пӗлместчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Маларах килнине Павӑл хӑй те пӗлетчӗ-ха, ҫапах Тимахви тете сӑмахӗсем ун кӑмӑлне кӗтмен хыпар илтнӗ пек пӑтратса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вара пӗтрӗ пуҫах — кирпӗч шутламах яратчӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Эх, юрласа яратчӗҫ ҫак юрра юнташӑмсем-тусӑмсем, пӗтӗм тавралӑх янӑраса кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ревлен Петрович чарман пулсан, Гаврилова тахҫанах статьяпа кӑларса яратчӗҫ вӗсем, халӗ ак уншӑн пит пӗҫертсе лар.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унтан вара пире, ачапчана, чӗнме кӑларса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Питомникри ватӑ ӗҫченсем, вӗсене курсан, пӗҫҫисене шарт! ҫапса, хӑйсен ӗҫне пӑрахсах, калчасене йӗпетсе лавсем ҫине хӑйсем тиесе яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Сӑра ӗҫнисем Лукарье курки ҫине укҫа яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗркуннепе евчисене яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

— Райкомра каламаллаччӗ те, Ятмана кунтан илсе урӑх яла яратчӗҫ е урӑх ӗҫе куҫаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле йывӑр чирлисене ҫеҫ яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Хуралта тӑракан ҫар ҫыннисем те вӑл ушкӑнсемпе паттӑр ҫапӑҫса салатса яратчӗҫ те тыткӑна илетчӗҫ, ҫынсен мулне хапсӑнакан вӑрӑ-хурахсене.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав каҫ «революционерсене курайман кулаксем» чут ҫунтарса яратчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех