Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярасса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑлтӑрсем пӗвене ӳксе чашлатаҫҫӗ, таврана ҫулӑмлӑ хум сирпӗтеҫҫӗ, савӑшуллӑ мӑшӑр ярӑнакан сулла силлеҫҫӗ, тайӑлтараҫҫӗ, тӳнтерсе ярасса ҫитереҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ эсир ҫак тӗлӗнмелле чаплӑ сӑмахсене каласа ярасса кӗтсех лартӑм.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ара, шутлама пултарнӑ-и Палюков унпа ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑн сӑмах пуҫласа ярасса?

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗтрӗ вӑл ним чӗнейми пулса юлнӑ Георгипе Вова хӑйне хыҫалтан хӑваласа ҫитсе ҫапса ярасса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Йытӑ ҫури туянасшӑн пулчӗ вӑл унта, шӑпах Бианка пек шуррине, ҫавнашкалах пӗчӗкскерне шырарӗ, ҫӗнӗ йытӑ ҫурипе пӗрле хваттере каллех унчченхи савӑнӑҫ ҫутатса ярасса, пурин хуйхи те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек сирӗлессе шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хута ярасса шансах тӑратӑп».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Хӑйне Ҫӗпӗре пуҫ ярасса пӗлнӗ пекех калаҫатчӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Музыкҫӑ ачасен хорӗ юрласа ярасса чӑтӑмсӑр кӗтсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ним каласа ярасса пӗлмесӗр: — Ан тӗлӗнтер! Мӗн пулнӑ вӗсене? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли паян Кӗтерук патне евчӗ ярасса Микула та пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп ятласа ярасса кӗтеҫҫӗ-и?»

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑмсем Улля аппана йӑпатасшӑн, унпа ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, Ҫтаппана часах кӑларса ярасса шантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑрмар район ҫыннисем пулас сӗт-ҫу заводӗнче ҫӗнӗ производствӑсем хута ярасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Юсава ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме сунатӑп, районта ҫӗнӗ производство хута ярасса кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ку эрнере ҫӳлтен паллӑ ярасса кӗтӗр.

На этой неделе ждите знака свыше.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эльгеев ку таранччен хӑйне фронта ярасса питех кӗтменччӗ: шуррисем патӗнче пулнӑ пирки полк комиссарӗ ӑна питех шанман пек туйнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Слюсарев полковника та салтаксем честь пама пӑрахнӑ, унӑн адъютанчӗпе, Эльгеевпа, пӗр тан салтак пек кӑна калаҫнӑ, ыран-паян яла ярасса ҫеҫ кӗтсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малтанхи самантсенче эпӗ кунта мӗн туни пирки ыйтасса, унтан, ҫителӗклӗ хурав илтменрен, мана кунтан кӑларса ярасса кулянса кӗтрӗм.

Первую минуту я со скорбью ожидал, что меня спросят, что я тут делаю, и, не получив достаточного ответа, уведут прочь.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ярасса ячӗ те, анчах унта мар.

— Послал, да не туда.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӑй выляса ярасса кӗтменччӗ, ҫавӑнпах мӗн пулса иртни ӑна икӗ хут айванла туйӑнать.

Он не ожидал проигрыша, и происшедшее казалось ему поэтому вдвойне нелепым.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех