Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярасла (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем те шурӑ минтер ҫинчи юна курнӑ, урам тӑрӑх шавласа иртекен халӑх сассине илтнӗ, пуля шӑтарса кӗнӗ чӳречене асӑрханӑ, чӗрене ҫурса ярасла кӑшкӑрса йӗрсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Курмастӑн-им эп хырӑмлине?! — ҫисе ярасла пӑхрӗ вӑл пӗчӗк Укань ҫине.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн пит-куҫӗ пӗркеленчӗ, сухалӗ чӗтреме пуҫларӗ, сӳнекен кӑвар пек пӗчӗк куҫӗсем вӑхӑт-вӑхӑт ялкӑшса, ҫисе ярасла пӑхрӗҫ Ҫимун ҫине: — Значӑтцӑ, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе сӑмах вӗҫне тӑсса, — значӑтцӑ, эсӗ, Хура Ҫимун, ял кулакӗ, ват колхозникран кулас терӗн?!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ним тума аптранӑ енне Анука ҫисе ярасла пӑхма ҫеҫ пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑнтӑрла тӗлнелле вӑл вӑхӑт-вӑхӑт уҫӑлчӗ пулсан та, ҫӑра пӗлӗт каплана-каплана килчӗ, шалкӑм ҫумӑр тӑкса ярасла хӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Машка-Милашка ҫине куҫсуллӗ куҫӗпе ҫисе ярасла шӑмарса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курпун сӑмсаллӑ, кӗске мӑйӑхлӑ Палюк тутине пӑчӑртаса такама ҫиҫе ярасла шӑмарса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан вара, ҫавра куҫлӑскер, куҫне тата чарса пӑрахнӑ та шӑши тытма тухнӑ тӑмана пек — час кама та пулин ҫӑтса ярасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫурта ҫутмалли кӑна юлать тейӗн, тутисем хӑлха таран сарӑлнӑ, шӑлӗсем, халь-халь ҫисе ярасла асавланнӑ, куҫӗсем… куҫӗсем те ҫиҫӗм пек ҫиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр-пӗрне вӗсем ҫисе ярасла курайман темелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Шапа ҫӑвар, куратӑп, хӗл умӗнхи шӑна пек кӗҫ-вӗҫ юлашки сывлӑшне кӑларса ярасла сывлать.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Аслӑ Шуйттан Ула Тимӗре ҫунтарса ярасла, хурахаяррӑн витӗрлесе илчӗ те ҫӗр ҫурасла ахӑрса кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчахрах тап-таса тӳпеччӗ, таҫтан хура пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн ҫывхарчӗҫ, хаяр аслати кӗмсӗртетме, ҫунтарса ярасла ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Мӗн тӑватӑн эсӗ, Варвари, кама улталатӑн? — хӗрарӑм ҫине ҫисе ярасла пӑхса, кӑшкӑрнӑ пекех каласа хучӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Койка пуҫӗнче хӗрӗ кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярасла тӑнине курсан тин мӗн пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мана ҫунтарса ярасла пӑхрӗ, — терӗ кулса Поля.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Наташа пекех, кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярасла, эрленсе-хурланса шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кама парса ячӗ вара? — кӗҫ-вӗҫ кулса ярасла ыйтрӗ Рита.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫанталӑкӗ те ҫавнашкалах: хӗлле ӗрескел сивӗ мар, ҫулла, чипер ҫулсенче, ҫунтарса ярасла шӑрӑхсем пулмаҫҫӗ.

И погода здесь по местности: зима не такая уж свирепая, лето — не в пример нынешнему — тоже не горячее.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫанталӑк ҫунтарса ярасла пӗҫертнӗ, тусан мӑкӑрланнӑ, вӑрмансем ҫуннӑ.

Засуха, зной, пыль…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех