Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалах (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лидия Алексеевна каланӑ тӑрӑх, вӑл авалхи япалах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Мӗншӗн ҫапла пулса тухать-ха пурнӑҫра тепӗр чух: пулман япалах пулчӗ пек туйӑнать, эсӗ ӑна пулнӑ пекех ӗненетӗн, ҫынсене те ҫавнах ӗнентерме тӑрӑшатӑн.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Кунта ытлашши вӑрттӑн япалах ҫук, ҫитменнине тата, эпӗ каласа паракан институт темиҫе ҫул каялла пирӗнтен уйрӑлса урӑх ҫӗре куҫса кайрӗ, эпӗ вӑл халь пуррипе ҫуккине те пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ним мар япалах паян темӗнле ача чухнехи пек асамлӑн та ӑнланма ҫук илемлӗн курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫав ним мар япалах ӑна савӑнтарса хурлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Теприншӗн ниме тӑман япалах уншӑн инкек пулать тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Шывӗ вӑл кӗрхи ҫанталӑкра дефицитлӑ япалах мар-ха, — ӳсӗркелерӗ аслӑ диспетчер.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑн пулнӑ япалах ҫакӑ.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

«Кунран хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен чипер япалах тума пулать-ҫке!»

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Хӑй пӗлекен ҫынсем ҫинчен шухӑшласа вӑрманти улах сукмакпа васкамасӑр утакан Таранов кӗрен те сӗтеклӗ ҫырлаллӑ палан тӗмӗ тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Чим-ха, пӗр чипер япалах ӑсталама пулать-ҫке — тема тенине таҫта шыраса ҫӳремелле мар!»

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫутҫанталӑкри кашни япалах: Атӑл шавлани-и вӑл, ӑшӑ ҫил йывӑҫ-курӑксене лӑпкӑн хумхатни-и, шӑпчӑк-кайӑк шурӑмпуҫне юрлама пуҫлани-и е тӑрӑ тӳпере ҫутӑ уйӑх канлӗн шуса тухни — пурте, пурте манӑн чӗрере илемлӗ кӗве-ҫемӗсем ҫуратнӑ пекчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Маншӑн халь кашни пӗчӗк япалах пысӑк пӗлтерӗшлӗ туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Эсир авӑ журналта пысӑк япалах ҫаптарса кӑлартӑр.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тахҫан пулса иртнӗ япалах ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫар авиацинчен граждан авиацине куҫасси вӑл, ачам, летчикшӗн ытла хаваслӑ япалах мар, уйрӑмах ман пек ҫамрӑк романтикшӑн…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темех мар мӗн: икӗ енлӗ кайморит кӑна, анчах хирург ҫӗҫҫи пит шӑмми ӑшне кӗни ытлашши кӑмӑллӑ япалах мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тем тесен те ку ырӑ япалах мар.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр япалах пӗр ҫӗрте пӗр пус, тепӗр ҫӗрте ҫӗр пус.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫ умӗнче ҫав япалах: хӑйӑр ҫине тӑрӑнтарнӑ шалча вӗҫӗнче этем пуҫӗ сулланкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кун-икӗ кун выҫӑ чӑтасси те Ваҫук шухӑшӗпе йывӑр япалах мар.

Вытерпеть день-другой не евши — не такая уж это невыносимая мука.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех