Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласем (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн япаласем пӗр пуса тӑмаҫҫӗ терӗм.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сударь, сирӗн хаклӑ япаласем пӗр пуса та тӑмаҫҫӗ, — терӗ ювелир, ҫӗрӗсемпе хӑлха ункисене тимлӗн сӑнаса.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Намӑс ҫуртӑн хуҫи циркра хаклӑ япаласем выляса янӑ ырхан хӗрарӑмне Богданов ҫав самантрах палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куракансемпе циркра ӗҫлекенсенчен пин те пилӗкҫӗр тенкӗ укҫан, тепӗр пинлӗх хаклӑ япаласем выляса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ылтӑнпа хаклӑ япала текеннисем — пӗтӗмпех суя япаласем

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ырхан хӗрарӑм хунӑ япаласем чӑннипе миҫе тенкӗ тӑрасса хакласа пӗлесшӗнччӗ, хӑйне сӗмсӗркке вырӑнне шутласран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан темӗн чул та тӗлӗнмелле япаласем курчӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена ҫинче тӗлӗнмелле япаласем курӑнни Ҫтаппана та йӑлтах тыткӑна илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хаклӑ япаласем илме пултаратӑр.

Можете также совершать дорогие покупки.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Анне, эсӗ, темӗскер, кирлӗ мар япаласем пирки ан калаҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Алексей Михайлович ыран ирхине командировкӑна кайма тӑхӑнмалли япаласем пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эсӗ ҫынсем ҫинчен кирлӗ-кирлӗ мар япаласем калаҫма юратнине пӗлтерет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Пӗрисем пусма-тавар, теприсем хуҫалӑхра кирлӗ япаласем туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Унтан ҫӑкаран хушма япаласем: «сӗтел», «тенкел», касса турӗҫ вилни леш тӗнчере ларса ҫиме пултартӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Авалхи Китайра чаплӑ та пуян чиновниксене — мандаринсене тарҫисем пуҫ айне минтер вырӑнне чултан, йывӑҫран, тимӗртен тунӑ тӑваткал япаласем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Туянакансем — ватӑ ҫынсемпе хӗрарӑмсем, укҫа вырӑнне, Ваҫиле асӑрханӑ тӑрӑх, ылтӑн-кӗмӗл япаласем — ҫӗрӗсем, хӑлха ҫаккисем, вӑчӑрасем сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи авалхи экспонатсен шутне тӑваткал плитасем, ылтӑн листасем, ҫавӑн пекех терракотран хатӗрленӗ япаласем кӗреҫҫӗ, ҫав шутра — Сузра тупнисем, лакпа витнӗ фарфор япаласем (вӗсен шутӗнче пӗтӗм тӗнчипе паллӑ Горганра тупнӑ ылтӑн турилкке те).

Среди самых древних экспонатов выделяются квадратные плиты, золотые листы, а также терракотовые изделия, в том числе найденные в Сузах, лакированные фарфоровые изделия (в том числе известное во всём мире золотое блюдо, найденное в Горгане).

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Вӑл юлашки хут тӑван япаласем, ҫынсем ҫине пӑхать те астуса юлать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сталин хӑй ҫырнӑ текен «ВКП(б) кӗске курсӗпе» (ӑҫтан кӑна веҫех ӗлкерет-ши тесе шутласа илчӗ студентка) социализмла политэкономисӗр пуҫне ахаль халӑх пӗлме пултарайман тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен илтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулталӑк хушшинче ял ҫыннисем пӗрле кар тӑрса 400 пин тенкӗ ытла укҫа пуҫтарнӑ, ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ ҫамрӑксене валли тӗрлӗрен япаласем — ҫӗрле пӑхмалли прицел, ӑшӑ кӑтартакан монокуляр, генератор тата ытти кирлӗ хатӗрсем — туянса ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех