Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку япалана эп ҫаптарман! — телеграммӑна каялла тыттарчӗ Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, ку япалана ҫапса кӑларсан иксӗмӗр те пӗрчӗн-пӗрчӗн арканатпӑр!

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ямаш Ваҫҫи лайӑх япалана хапсӑннине хам тӳссе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп ҫырман ҫав япалана, ҫырман!

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ну, сӑрланӑ вара эс ку япалана, кӗрен куҫлӑх тӑхӑнсах сӑрланӑ! — тиркешрӗ Сулагаев пӗр кунхине Таранов хваттерне пырса кӗрсен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эсир те хӑҫан та пулин, суккӑр ҫын хӑраххи, пӗр-пӗр шӗвӗр япалана ҫитсе тӑрӑнатӑр акӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сасартӑк вӑл сӑнран тӗксӗмленчӗ, шиклӗн ҫӳҫенсе илчӗ: «Ҫырасса ҫырӑп-ха ҫав япалана, анчах ӑҫта та пулин пичетлесе кӑларайӑп-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ман япалана ҫав териех тиркиччен «символ» сӑмах пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшласчӗ сан.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ман япалана хӑшне те пулин вуланӑ ӗнтӗ ку», — савӑнарах шухӑшларӗ Таранов, анчах хайхи хӗрарӑмпа унӑн ним ҫинчен те калаҫас килмерӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ытлашши нумай шухӑшласан чӗрӗ мар япалана та ӑнсӑртран чун кӗрет тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ама-и вӑл, аҫа-и, никам та пӗлмен, ҫавӑнпа та ку япалана ахаль чухласа Глаша тесе ят пачӗҫ.

Никто не знал, как понять, девочка это или мальчик, поэтому животное наугад назвали Глашей.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

«Начартарах пулсан та, япалана хӑвӑр аллӑрпа туни паха. Ӑсталӑх пӗчӗккӗн пуҫтарӑнса пырать», — тетчӗҫ пире вӗрентекенсем.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Станока таса тытмаллине, ӗҫ вырӑнне пӗлсе йӗркелемеллине, кирлӗ ннструментсемпе майлаштарусене кирлӗ пек вырнаҫтармаллине, станок ӗҫсӗр ан тӑтӑр тесе яланах тӑрӑшмаллине кашни токарех лайӑх пӗлет, анчах ҫав пӗлекен япалана йӑлана кӗртме ҫеҫ йывӑртарах пуль.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Мӗн те пулин ҫухатнӑ ҫын ӑҫта та пулин хӑйӗн ҫав ҫухатнӑ япали пек япалана тӗл пулсан, ҫавнашкал тӗпчесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Пӗр япалана кӑна лайӑх пӗлетӗп: вӑл хӑйӗн сӑнӗпе те, чунӗпе те ятарласах пурнӑҫа илем кӳме ҫуралнӑ, кама та пулин пысӑк телей пама килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавна пӗлнипе, ҫав пӗлекен япалана тепӗр хут хам умрах курнипе эпӗ савӑнтӑм, Альбина маншӑн тӳрех ҫывӑх-ҫывӑх ҫын пек туйӑнчӗ; ҫут тӗнчене вӑл ятарласах ҫынсен чунне йӑпатма, хӑйӗн пуплевӗпе тавралӑха илем кӳме ҫуралнӑн туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫапла каласан, унӑн пичӗ татах та ҫуталса, хитреленсе кайрӗ, куҫӗсенче хӗвел хӗлхемӗсем вылянса илчӗҫ, ку вара мана тӳрех пӗр япалана уҫӑмлӑн ӑнланса илме пулӑшрӗ: вӑл ӑна, вӑл кӑна мар, вӗсем пӗр-пӗрне чи хӗрӳллӗ юратупа юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫук, вӗсем халь мана ытлах аса килмеҫҫӗ, эпӗ, отпуск тесенех, темшӗн урӑх япалана аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Нимӗн те кирлӗ мар ӑна халь, таҫтан утса килсе кӗнӗ ҫынна, вӑл, тӗнчери мӗнпур япалана ӗмӗрлӗхех манса, хӑй пурнӑҫне те манса, Таня ҫине ҫапла пӗр вӗҫӗмсӗр, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе пӑхса ларма та хатӗр, хӑйне пӑрахса кайнӑ Таня ҫине…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Пӗр япалашӑн кӑна ӳкӗнетӗп, Таня, киввийӗ манӑн чи хаклӑ япалана илсе юлма пултарчӗ — сана…»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех