Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк япалана хут ҫине ӳкернӗ пулсан, ҫав ӳкерчӗк айне ӑна мӗнле масштабпа тунине те кӑтартаҫҫӗ.

Масштаб обычно помещается под чертежом.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тен, санӑн темскер ҫӗнӗрен пуҫлас килнӗ пуль… ху ӗненсе тӑракан япалана чунтан парӑнни ҫинче никӗсленнӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа пырса кӗрес килнӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫил-тӑвӑл темле хӑмана, планкӑна, йывӑҫран тунӑ е тимӗр япалана туртса антарчӗ те, вӑл мана пуҫран ҫапрӗ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан сасартӑк темле тете эсир ҫав япалана пасара илсе тухса сутасран сӑнаса пурӑнма тытӑннине асӑрхатӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лайӑх япалана хӑвӑрт хӑнӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кил хуҫи ӳнер промыслисен ӑсти, вӑл хулӑран авса сӗтел-пукан тата кил-тӗрӗшре кирлӗ ытти япалана ӑсталать.

Хозяин семьи — мастер художественных промыслов, он плетет и изготавливает плетеную мебель и другие предметы интерьера.

Яковлевсен ҫемйи «Ҫулталӑк ҫемйи - 2023» конкурсра палӑрнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36050.html

— Эсӗ ытла та япалана тулаш енчен пӑхса ҫеҫ калаҫатӑн, Виктор.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Манӑн юлташ е эпӗ шанакан ҫын пирӗн пурнӑҫри пӗр-пӗр япалана критиклет пулсан, — терӗ Завьялов вӑраххӑн, — эпӗ вӑл каланине итлетӗп те час-часах унпа килӗшетӗп.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйне Завьялов халь ҫеҫ каласа панинче Симонюк хӑй курайман япалана — «тӑпӑлтатнине», Завьялов хӑйӗнчен никам та ыйтман ӗҫ тунине, ӑнланмалла мар туртӑм — пӑлханас, асапланас килекен туйӑм пуррине ҫеҫ курчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпӗ сире ҫак япалана, ҫак пуҫа парнелес тетӗп.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пулма пултарайман япалана та: «Вӑл пулма пултаратех!» — тесе кӗтес килет.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗкӗр умне пырсан, тем, вазелин таврашӗ шыраса-ши, Васса ҫав хаҫатпа типтерлесе ҫыхнӑ япалана тепӗр еннерех шутарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пулать-ҫке тепӗр чухне ҫавӑн пекки: япалана куратӑн, ху ҫав-ҫавах ун ҫинчен нимӗн те шухӑшламастӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кун пек япалана суяҫҫӗ-и вара?

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Япалана яланах пӗр тӗле хума вӗренмелле.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Усал шухӑшлӑ хӗрарӑм хӑй каласа панӑ тӑрӑх, йӗркене ҫакӑн пек пӑсма ӑна ҫӗнӗ iPhone туянас ӗмӗт хӗтӗртнӗ, анчах та ҫак хаклӑ япалана туянма унӑн укҫи пулман имӗш.

По словам самой злоумышленницы, на такое преступление ее подтолкнуло желание приобрести новый iPhone, однако дорогую покупку она себе позволить не могла.

Ҫӗнӗ iPhone-лӑ пулас тесе китаянка трос кӑшласа татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35929.html

Ҫавӑнпа эп айванраххӑн: — Ма рифмӑсӑр? Куҫарсан, рифмӑллӑ япалана рифмӑласах куҫарӑп ӗнтӗ, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Тӗслӗх илсе кӑтартӑр, — тейӗ Евтихий Андреевич, пур япалана та чӑн-чӑн хуҫа куҫӗпе виҫме юратакан ҫын.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Тахҫанах маннӑ япалана туянни ҫакна тума пулӑшӗ.

Старая, давно забытая, покупка может этому поспособствовать.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пиншак хыҫӗнчи тӳрӗ патак пек япалана аллипе хыпаласа аннӑ май йывӑҫ приклада асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех