Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалан (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни япалан, ҫуртӑн та, хӑйӗн чӗтренӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кашни япалан хӑйӗн сасси пур.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Пур япалан та вӑл мӗнле пулмалла — ҫавӑн пек пулас пулать, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫавӑ ҫав, япалан илемӗ пӗтни кирлӗ хӑш-пӗр ӑҫтиҫуксене.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫав япалан тӗп геройӗсем фабрика директорӗпе колхоз председателӗ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Интереслӗ вӑл япалан историйӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Хӑшӗ-пӗрисем вара япалан паллине изафетпа кӑна кӑтартма сӗнеҫҫӗ, ытти мелсемпе усӑ курнине чӗлхепе пӑсни теме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш чӗлхинче паллӑ ячӗсен хисепӗ пысӑк мар, япалан паллине эпир нумай чухне тепӗр япала урлӑ кӑтартатпӑр: хурӑн вутти, пир-авӑр комбиначӗ, тимӗр тӑпри, чул ҫурт.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тем пек илемлӗ ҫырнӑ япалан та, вӑл ӗҫлекенсен класӗн, пӗтӗм ӗҫ халӑхӗн ӗҫне малалла яма пулӑшмасть пулсан, пӗр катӑк ҫур пуслӑх усси те ҫук».

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Карчӑк ҫапла каланӑ: «Ачапа пӗрле йӗкел пуҫтарӑр, йӗкелне килте тытӑр. Хӑрамассерен кашнинчех пӗрне илсе хӑранӑ япалан ятне парӑр та вӑрмана кайса лартӑр».

Старуха молвила: «Соберите вместе с ребенком желуди, держите их дома. Каждый раз, когда девочка чего-то испугается, посадите желудь в лесу и назовите будущее дерево так же, как то, чего она боится».

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Паранкӑ ҫисе тӑрансан ҫав япалан пӗчӗк тӗпренчӗкне ҫӑвара хыпсан, хӑсмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах, господинсем, хӑвӑрах пӗлетӗр, япалан тӗп тӗшшине палӑртаканни, ӑна тӗрӗс хаклаканни вӑл унӑн мал енӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Анчах кашни япалан хӑйӗн ӗмӗрӗ, хӑйӗн сӑвви-юрри.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кашни япалан хӑйӗн вӑхӑчӗ.

Всему своё время.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Япалан майне пӗлме пулать.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑм кӗсйинче ун темскер пур, ҫав япалан ҫутӑ аврине эпӗ час-часах куркалатӑп.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кирек мӗнле япалан та вӗҫӗ пулма кирлӗ-ҫке.

Да и у дороги должен же когда-то быть конец.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр япалан икӗ енӗ эс.

Ты какой-то двуликий, две стороны в тебе будто,

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кара самант ҫеҫ улӑштарӗ Ҫак ҫут ҫанталӑк йӗркине, Пур пуҫӗ, вӗҫӗ япалан, Шалти те пур ун, пур ун тулӗ, Эс ҫавӑнпа ан сапалан: Хӑвна ху пуҫтарма хӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑрттӑнлӑх мар, енчен те пӗр-пӗр ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне хӑв хутшӑнсан е кӗсьерен укҫа-тенкӗ кӑларсан япалан сумӗпе хисепӗ палӑрмаллах ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех