Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялӗсене (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Историпе культура тӗлӗшӗнчен Саратов ен ушкӑнне Пенза облаҫӗн Ҫӑрттанлӑ районӗнчи (ӗлӗкхи Куснески уесӗ, Илим юхан шывӗн айлӑмӗ) тата Ульяновск облаҫӗн Парӑш, Николаевка, Кивӗ Кӑлаткӑ районӗсенчи чӑваш ялӗсене кӗртме пулать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

2020 ҫулта Запольнӑй, Левково, Ҫӗнӗ Дуброва, Пригорово, Семейные Ложки, Струбиха, Черемисски, ҫавӑн пекех Игмас тата Подол ялӗсене халӑх пурӑнакан вырӑн шутӗнчен пӑрахӑҫланӑ.

В 2020 году были упразднены деревни: Запольная, Левково, Новая Дуброва, Пригорово, Семейные Ложки, Струбиха, Черемисские, а также Игмас и Подол.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Ҫакӑ ют ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн те ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫынсемшӗн малашне ку ҫӗршыв ют пулмӗ, вӗсен вилтӑприйӗсем ҫинче ӗмӗрӗпех чечексем ешерӗҫ, анчах та хӑйсем ҫав чечексене тӑрса кураймӗҫ, ҫуралнӑ хулисемпе ялӗсене ҫитеймӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем кӗтсе илеймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ҫав тери инҫетрен те тӑван ҫӗршыва курӑп; унӑн вӗҫсӗр вӑрманӗсене, симӗс утравсем пек ялӗсене, шурӑ хулисене, кӗмӗл тӗслӗ шывӗсене, пӑрлӑ тӑвӗсене, ешӗл улӑхӗсене…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тилли старике чӑвашсен асран кайми аки-сухи ҫинчен, утӑ-ҫаран, тыр-пул, ҫӗмел-капан ҫинчен, чӑваш ялӗсене тӑтӑшах пыра-пыра ҫапнӑ выҫлӑх, «ҫӗр вӑрҫи», ял пуҫӗнчи «хура юпа», «хурӑн ҫул»… ҫинчен юрлаттарас килет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Акӑ, кӑҫал Йӗпреҫ округӗнчи Ишек, Ҫӗнӗ Выҫли ялӗсене ҫитсе унти ҫынсене хамӑр пултарулӑхпа паллаштартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Пӗлтӗр Хирти Сӗнтӗрпе Хирти Ӗнел ялӗсене ҫыхӑнтаракан кӗпере тата ун патне пыракан ҫулсене юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Юханшывсем хӗррине, сӑртсем ҫине, сӗм вӑрман варрине ҫынсем хӑйсен ялӗсене лартнӑ, тырпул акмашкӑн таврари вӑрмана касса ҫунтарса хӑртнӑ.

На берегах рек, на холмах, среди дремучей лесной чащи люди строили свои поселения, вырубая и выжигая вокруг леса под пашни.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Палӑртса хӑваратпӑр, 2023 ҫулта «Кӗҫӗн Тӑван ҫӗршыв культури» проект тӑрӑх Пишпӳлек районӗнче пилӗк культура ҫуртне пулӑшу панӑ – Ситекпуҫ, Азнай, Кистенлӗ, Сухоречка тата Кунаккӑл ялӗсене.

Отметим, что в 2023 году по проекту «Культура малой родины» поддержку получили 5 домов культуры Бижбулякского района – это СДК с. Седякбаш, с. Азнаево, с. Кистенли-Богданово, с. Сухоречка и с. Кунакулово.

"Кӗҫӗн Тӑван ҫӗршыв культури" проект шайӗнче ялти Культура ҫурчӗсене пуянлатнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3486565

Негрсем хӑйсен ялӗсене ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑраҫҫӗ.

Негры защищают свои деревни высокими частоколами.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

…Ҫирӗмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пӗтӗм ҫӗршыв Ленин тунӑ ГОЭЛРО планӗ ҫинчен калаҫма тытӑнсан хыпар тӗттӗм чӑваш ялӗсене те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Патӑрьел районӗнчи Еншик тата Тикеш ялӗсене ҫыхӑнтаракан кӗпер ҫӗмӗрӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьел районӗнче икӗ яла ҫыхӑнтаракан кӗпере кам ҫӗмӗрнӗ? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35739.html

Ку вара чӑваш ялӗсене тӗрӗс куҫарма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

«Хурахсемпе ҫыхланнӑ чӑваш ялӗсене асап кӑтартни кӑна ман пуҫӑма ҫӑлса хӑвараять-ши — иккӗленсе илчӗ вӑйпут.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теприсем тата вӑл Атӑл урлӑ каҫса ҫурҫӗрти чӑваш ялӗсене ҫитнӗ те теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпӗ чи кӑнтӑрти чӑваш ялӗсене те ҫитесшӗн. Ман ҫинчен хавха пулӗ унта. Ҫав хавха сан пата илсе ҫитерӗ», — тесе ӑнлантарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хурлӑхлӑ юрӑ Чӗмпӗр шкулӗнчен пӗтӗм чӑваш ялӗсене сарӑлчӗ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Чӑваш ялӗсене кайӑр та чи тӗттӗм кӗтессене ҫутатма тӑрӑшӑр, хӑвӑрӑн тӑванӑрсене ҫутта кӑларассишӗн пӗтӗм чун хавалӗпе тӑрӑр», — тетчӗ чӑваш культурин патриархӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Питӗ нумай чӑваш ялӗсене ҫитнӗ эпӗ, улӑм витнӗ пӳртсене те сахал мар курнӑ, анчах улӑм витнӗ клуб пӗрремӗш хут куратӑп.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тискер кун хыҫҫӑн та вӗсем ӗҫе тытӑнман, ӗҫе пӑрахса, хӑйсен ялӗсене тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех