Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялтӑрах (тĕпĕ: ялтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑл чун-чӗринче чӑтӑмсӑр савӑнӑҫ туйӑмӗ капланса хӑпарчӗ, пичӗ-куҫӗ ялтӑрах ҫуталса кайрӗ, кӗҫех ӑна ӑшӑ-ӑшӑ, телейлӗ кулӑ чӗнтӗрлесе эрешлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Крюсе-Майя куҫӗсем ялтӑрах ҫиҫсе илчӗҫ.

Глаза у Крёсе-Майи засверкали.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пирӗн самолет ялти ҫуртсем ҫийӗн ҫӗмӗрттерсе вӗҫсе иртнине, вӑл хӑйӗн фарисен ҫуттипе пӗтӗм тавралӑха ялтӑрах ҫутатса, площадка ҫине ярӑнса анса ларнине курсан, ялти ҫынсем те чиксӗрех савӑнса ӳкнӗ.

Не было конца восторгам и жителей села, когда самолет пронесся над крышами их домов и плавно сел на площадку, ярко освещая все вокруг светом своих фар.

Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Лампӑран шӗвӗр ҫулӑм сӑнни ҫӗлен пек явӑнса ялтӑрах ҫиҫсе тухрӗ.

Из лампы по-змеиному метнулось острое жало огня.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех