Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа Ҫӗпритун ялалла кайма васкамарӗ, кӑмакаран хур ашӗпе вӗри шыв кӑларса апатланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрӗкне тӑхӑнса, ҫуна пуҫне хӑпарса ҫеҫ тӑнӑччӗ Петрук — лаши харт! турӗ те, аҫа ҫапнӑ пек шатӑртаттарса вӑрмантан тухса, ялалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫулла кун пек ир пӗр-пӗр чакак сас параканччӗ, халӗ вӗсем ялалла куҫнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Кашнинех хӑйӗн асапӗ пур халь, эп мӗне кирлӗ вӗсене?» — терӗ те Ҫимун, кукӑр-макӑр сукмакпа пӑркаланса, ялалла анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта-кунта тӑрса юлнисем ҫеҫ, ни малалла, ни каялла чупма пӗлмен пек, ялалла пӑхса, тӗлӗнсе хытса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулли уйӑх ҫутинче пурҫӑн чаршав витӗр курӑннӑ пек туйӑнакан ялалла янӑраса кайса, йӑмраллӑ тӑкӑрлӑксене кӗрсе, шарлак ҫӑлсемпе выляса, пӗвере пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ахӑрашакан шапасене тӗлӗнтерсе, тӗттӗм ҫенӗкре ҫывӑраймасӑр выртакан ваттисен чӗрисене ҫунтарса, таҫта-таҫта ҫити юхса саланатчӗ илемлӗ ҫимӗк юрри, ҫамрӑклӑх кӗвви…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун ялалла тухса кайнине курмасӑрах тӑрса юлчӗ Хумкка…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Районтан килнӗ ҫын текех калаҫса тӑман, лапчӑк чашӑк пек карттусне пусарах лартса, тусанлӑ ҫӗртен пӑрӑннӑ та ялалла уттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвел чугун ҫул тӑрӑхӗнчи йывӑҫсем хыҫне анса ларас умӗн тин йӗтем ҫинчисем киле кайма тапранчӗҫ, калаҫса-кулса ялалла утрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ашшӗ-амӑшӗсем ытлари кун пасарне кайнӑ тет-и. Аслисем ӗҫ вӗҫленнӗ май вӗсене тырӑ куписене улӑмпа витме хушрӗҫ те хӑйсем маларах ялалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Маруҫ ун хыҫҫӑн самай вӑхӑт пӑхса тӑчӗ те ҫаврӑнса ялалла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Вӑл килӗшрӗ, хӑвӑрт ялалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗл ҫитсессӗн сивӗре, унтан вара ҫуркунне, апат ҫукран шыраса вӑрмансенчен ялалла вӗҫсе килчӗҫ хӑнана.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Ванюкпа Антон, Михха мучи пӗр кана чул ҫине, тӗпсӗр ҫӑл куҫ ҫине тимлесе пӑхса тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те ун-кун ҫаврӑнкаласа пӑхса ялалла уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак шухӑшсемпе каччӑпа хӗр ҫӑл хӗрринчен ҫӗкленсе илчӗҫ те ялалла уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ кӑшт уксахлакан Тулай Иванне ҫавӑтрӗҫ те ялалла танккарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нумай кирлӗ-и, акӑ вӗсем виҫҫӗн катаран тухрӗҫ уйӑх ҫутиллӗ сукмакпа ялалла танккарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӗҫех аслӑ ҫул ҫине тухрӗ те ялалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле ялалла утрӗ, заведующи — дояркӑсем патне.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫан-ҫурӑма лӑм ҫапсан тин Укахви, хӑй каҫалачченех улӑхра ҫӳренинчен тӗлӗнсе, ялалла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех