Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

явӑнать (тĕпĕ: явӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапма пӗлмен чӑпӑркка ху тавра явӑнать тенӗ пекех пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асамлӑ сывлӑш явӑнать

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пуҫра хӑрушӑ шухӑш явӑнать:

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗлӗтре талккӑшӗпех ҫулӑм явӑнать, хура тӗтӗм йӑтӑнать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑм тӑвӑл чухнехи тинӗс хумӗ евӗр пӗтӗрӗнсе, кӗрлесе йывӑҫ тӑррисем тӑрӑх явӑнать.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сывлӑшра тусан пӗлӗчӗ явӑнать.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑмӑл шӑмшаклӑ Анюта йывӑҫсем хушшинче явӑнать, вӗсен вуллисене йӗтӗн тӗслӗ ҫивӗчӗсемпе ҫапӑнтарса хӑварать, чупнӑ ҫӗртех пӗр-пӗр ҫамрӑк хурӑна тытса ыталать.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлӗм тӗтӗмӗ явӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑн пек сӑмахсем манӑн асра юлнӑ: «Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче, / Кӑвак пӗлӗт явӑнать. / Ватӑ йӑмра тайӑлса / Тӗсне пӑхса савӑнать».

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ун чӗринче темле ҫӗлен явӑнать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тем явӑнать унта.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӗрчунсене тапӑнать, вӗсене тавра явӑнать те хӑйӗн вӑйлӑ кӗлеткипе пӑвса вӗлерет.

Нападает на животных, обвивает и душит их своим мощным телом.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Курӑксен пысӑк ушкӑнӗ хӑмӑл ҫийӗн явӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗлӗт тӳпинче пӗр хӗрен явӑнать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Краҫҫын пӗтсе ҫитнипе лампа хӑйчикки пек тӗтӗм кӑларать, кӗлет тулли тӗтӗм явӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапах, Машук ун тавра явӑнать пулин те, укҫа ыйтӑвӗ ун пуҫӗнчен тухмарӗ…

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Унӑн пуҫӗнче ҫӗр те пин шухӑш аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех пӑтрана-пӑтрана явӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пули-пулми ҫынсемпе ун-кун ҫинчен калаҫма пуҫӗ пушӑ мар унӑн: унта ҫӗр пин шухӑш явӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗрхи янкӑр тӳпере вичкӗн куҫӗпе ҫӗр ҫинелле ҫивӗччӗн тинкерсе хӗрен явӑнать, ҫуначӗсене сулмаклӑн саркалантарса пӗрре ҫӳлерех улӑхать, тепре аяларах сулӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тусан ҫӗкленсе явӑнать, сиккипе килекен юланутсене уйӑрса илме кансӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех