Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхтарма (тĕпĕ: юхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил каҫа хирӗҫ кӑшт лӑпланчӗ те ҫурҫӗр енчен юхтарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Хурӑна сӗткен юхтарма касса пӑснӑшӑн ятланӑ хыҫҫӑн халӗ вӑл вӑрманти кашни йывӑҫа шеллеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хурӑн шывӗ те йӗркеллӗ юхтарма пӗлместӗн-ҫке.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун таврашӗнчи сиплӗ мӑка та пуҫтарса типӗтнӗ — шыҫӑ таврашне хӑвӑрт шӑтарса юхтарма пулӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл фонтана питӗрсе лартнӑ та нефте трубасем тӑрӑх тӳрех нефть бакӗсем ӑшнелле юхтарма тапратнӑ.

Закрыли его и направили нефть по отводным трубам прямо в нефтяные баки.

Ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗве юхтарма ҫакнӑ тӑпӑрчӑ хутаҫҫинчен ҫӗве шывӗ шетнике тумлани ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хам урапах утрӑм-ха малтан, анчах кӗтмен ҫӗртен мана шыв юхтарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗвви вара тунсӑхлӑ, хурлӑхлӑ, куҫҫуль юхтарма пултараканскер.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тен, уншӑн нумай юн юхтарма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан тин аса илнӗ пек: — Итле-ха, Микула, мана кӑҫал Элнетпе йывӑҫ юхтарма санашкал маттур йӗкӗтсем нумай кирлӗ пулать. Ху килӗшсен, сана кунне аллӑ пус тӳлетӗп. Апачӗ те хамӑн, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Капла ҫынсем пурте сӑмакун юхтарма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тапратрӗҫ пӗр айӑпсӑр Халӑх юнне юхтарма.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тар юхтарма кӗрӗшнӗ ҫын.

Человек, что готов потеть за тебя.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ахтупайсене ялта пурнӑҫа йӳнеҫтерме пӗлекенсем тесе шутлаҫҫӗ, вӗсем ав салат туса сӑра юхтарма та хӑват ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыр йывӑҫҫисем сухӑр юхтарма тытӑнман-ха, ҫапах та вӗсен таврашӗнче аякранах сухӑр шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗнчери ҫынсен юнне юхтарма тухнӑ ҫӗлен-калтана сӑмахпа, ырӑ кӑмӑллӑ уйпа хӑйӗн шӑтӑкне хӑваласа кӗртеймӗн.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сисрӗ-тӗр ватӑ Ремис хӗвелтухӑҫ енчен, хӗвел ӑшшипе ярӑнса, тискер тӑшмансем хура пӗлӗт пек Атӑл Пӑлхарсен ҫӗрӗсем ҫине ашкӑнса ҫаратма, юн юхтарма килессине.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Килӗшмерӗ ӑна тӑванӗн юнне юхтарма, шӑллӗ Сехасина хирӗҫ нумай алама япала тунӑ пулсан та.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав териех хӗрӗн куҫҫульне юхтарма Пинерпи ҫичӗ ютран килнӗ ҫын мар-ҫке… — хӗрне ыталаса илет амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ханшине юхтарма пӗлетчӗҫ ку ялсем: ҫӑл шывӗ пек тӑрӑччӗ, спирт пек ҫунатчӗ…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех