Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхтаракансен (тĕпĕ: юхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ӗнтӗ халӗ мунча та пур, анчах вӑл кӑшт аякрарахра — кунтан пӗр ик-виҫ километрта, йывӑҫ сулисене юхтаракансен поселкинче.

Была и своя баня, но далеко — в нескольких километрах, на посёлке лесосплава.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Иккӗмӗш кокильне тултарсан, юлашки вут-хӗм шӗвекне ҫӗр ҫине сапрӗҫ, юхтаракансен иккӗмӗш мӑшӑрне улӑштарма кайрӗҫ.

Потом они наполнили второй кокиль, остаток огненной жидкости выплеснули на землю и вернулись на смену второй паре заливщиков.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫамрӑк чух юханшыв ҫинче ӗҫленине асра тытса, писатель «Элнет» драмӑра мул хуҫисем сулӑ юхтаракансен ҫичӗ хут тирне сӳсе пурӑннине, юрлӑ ҫынсен ӗмӗртен килекен асапне ҫырса кӑтартнӑ, «хура халӑх» хушшинче социаллӑ килӗшӳлӗх нихӑҫан та пулманнине, чухӑнсем пусмӑрҫӑсене мӗн авалтан курайманнине палӑртнӑ.

Вспоминая о работе на реке в молодости, писатель в драме «Илеть» описал, как владельцы богатств снимали семь шкур со сплавляющих, вечные страдания бедных людей, показал, что среди «черного народа» никогда не было социального примирения, а бедняки ненавидели угнетателей издревле.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех