Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсатчӗ (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Транспортерпа погрузчик тепӗр чух чарӑна-чарӑна тарӑхтаратчӗҫ, анчах Кукшанов вӗсене: «Эпир, Палтайсем, нихҫан та тӑрпалтай пулман, пирӗншӗн кирек мӗнле механизм та шӑл ҫемми», — текелесе хӑвӑрт юсатчӗ — вырӑнти слесарьсене чӗнсе аппаланмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ватӑ кил хуҫи эпир ӗҫрен таврӑннӑ тӗле кӑмакара ҫӗр улми пӗҫерсе хуратчӗ, каҫсерен пирӗн ҫӗтӗлнӗ ҫӑпатасене юсатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Васекпа Егор пынӑ чухне вӑл киноаппаратне юсатчӗ.

Васё и Егор застали его за ремонтом киноаппарата.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл унта тӗрлӗ япаласем шӑратса ҫыпӑҫтаратчӗ, юсатчӗ, савалатчӗ, килти вак-тӗвек япаласене тӳрлетекенччӗ.

Где он обычно паял, чинил, строгал, ремонтировал предметы домашнего обихода.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ӑна атте те килсен юсатчӗ.

Отец сам бы починил, когда выйдет из тюрьмы.

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Анчах Микешкин яланах ним хирӗҫсе тӑмасӑр пыратчӗ, юсатчӗ те тасататчӗ, — ун вырӑнӗнче пулсан, тепӗр водопроводчик тахҫанах сурса тухса каймалла.

А Микешкин всегда безропотно ходил, чинил и чистил, в то время как всякий другой водопроводчик давно бы на его месте плюнул.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Чӗлхесӗрри ӗнер темӗн юсатчӗ.

Немая чинила что-то вечор.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпир пынӑ чухне Василий тракторне юсатчӗ – ҫывхарса пыракан хӗрӳ тапхӑра хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех