Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсама (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2018 ҫулхи футбол енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче ялти Ленӑпа Айрат Мухарямов предпринимательсем Екатеринбургран Самара ҫула тухнӑ 12 Мексика болельщикӗн автобусне юсама пулӑшнӑ, вӗсене тӳлевсӗр пельменпе тата пловпа апатлантарнӑ.

Во время чемпионата мира по футболу 2018 года сельские предприниматели Лена и Айрат Мухарямовы починили автобус, бесплатно накормили пельменями и пловом 12 мексиканских болельщиков, следовавших из Екатеринбурга в Самару.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Паллах, ҫурта тӗпрен юсама укҫа-тенкӗ нумай кирлӗ, ялти вӗрентекенӗн ӗҫ укҫи ҫакӑн валли ҫитмест, апла пулин те ӗҫ майӗпен шӑвать.

Конечно, зарплаты обычной сельской учительницы не хватает на то, чтобы вкладывать много денег в восстановление терема, но постепенно дело движется.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

МИХсенче Алена пирки каласа парнисенчен тата унӑн проекчӗ пирки Никита Михалков режиссёр пӗлнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн фончӗ ҫурт тӑррине юсама укҫа куҫарса панӑ.

Из публикаций в СМИ про Алену и её проект узнал режиссёр Никита Михалков, и его фонд пожертвовал деньги на ремонт крыши.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Кермене XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче юсама пуҫланӑ.

Восстановление дворца велось в 30-е годы XX века.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

2000 ҫулта кӗпере юсама пуҫланӑ, тепӗр ҫултан ку ӗҫ вӗҫленнӗ.

В 2000 началось восстановление моста, завершившееся год спустя.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Саккун проекчӗ 2031 ҫул тӗлне пенсие тухмалли ӳсӗме 62 ҫултан пуҫласа 65 ҫулччен ӳстерме шутлать, ҫакӑ вунӑ ҫул хушшинче пенси тытӑмӗн финанс шайлашӑвне юсама май парать, анчах та Макрон президент страховани тӳлевӗсен пысӑк срокне кӗртсен чи пысӑк ӳсӗме 64 ҫул таран чакарма хатӗр.

Законопроект предполагает повышение к 2031 году возраста выхода на пенсию с 62 до 65 лет, что позволяет в течение десяти лет восстановить финансовый баланс пенсионной системы, но президент Макрон готов снизить предельный возраст до 64 лет при введении большего срока страховых выплат.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Ҫавӑн пекех тата Якаткассинче тата Чуманкассинче те пӗвесене тасатса юсама палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Асӑннӑ программӑна хутшӑнса урам хушшинчи ҫулсене юсаса йӗркене кӗртме, пӗвесене тасатма, шыв сечӗсене юсама тата ытти пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туса ирттерме меллӗ пулнине ҫынсем тӗрӗс ӑнланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Кӑҫал вара «Тойкилтӗ – Кӗртекасси» ҫулӑн Отарккӑ ялӗ патӗнчен иртекен ҫул участокне 2 километр юсама май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫуннӑ лаша витине юсама Хура Ҫимун хаваслансах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӑртак чухлатӑп, — велосипедне юсама пӑрахса, ури ҫине тӑчӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юсама та май ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сулахай хулӗ тӗрӗс-тӗкелех пулмасан та, Ҫимун колхозра урапасем, кӑрмансем юсама кӗрӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнтах Микулана пӗччен тытма хӑтланнӑ пирки инкеке кӗрсе ӳкнӗшӗн хӑйне хӑй ӳйкелерӗ, ку йӑнӑша юсама шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑнӑшне юсама васкаса, тӑруках сассине улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним тума аптранӑ енне алӑкӑн-тепелӗн уткаласа ҫӳрерӗ, паҫӑр ҫеҫ тирпейленӗ вырӑнне тепӗр хут юсама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хушӑра киввине те юсама ӗлкӗрӗн.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепре кӑларнӑ тӗле вырӑн-вырӑн юсама сӗннӗ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

… Улюк ҫӗнӗ пӳрт лартма, юхӑнма пуҫланӑ тӗрлӗ хуралтӑна юсама, ашшӗ-амӑшӗ ыйтнӑран, ҫулталӑклӑха ялта юлма килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кӑҫал пуҫаруллӑ бюджетпа Янкасси тата Нӗркеҫ ялӗсенчи урамсенче шыв пӑрӑхӗсене тӗпрен юсама май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех