Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрӑри (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Игорь Николаевич юрӑри хумхануллӑ самантсене куракансен чӗрисем патне илсе ҫитерсе ҫутӑ шанӑҫ ҫуратрӗ, сӑвӑ авторне илемлӗ те кӑсӑклӑ сӑвӑ йӗркисемшӗн чӗререн тав турӗ, пултарулӑх ҫӑл куҫӗнче ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ, икӗслми телей сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Юрӑри йӗркесенчи тӗп шухӑш — анне пурнӑҫра чи хакли тата пахи, ҫывӑх ҫыннӑн вӗрентӗвӗпе пилӗ ачисене пулӑшса пыни, пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайсан та ҫӳл тӳперен сӑнаса пулӑшса тӑни, яланах пирӗн чӗрере пулни.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Стена ҫумӗнчи вӑрӑм сак ҫинче кӗнчеле арласа ларакансем те, урай варринче, каска пукан ҫинче, ҫӑпата тӑваканнисем те, пӳрт тулли вӗт-шакӑр ачи-пӑчи те — пурте юрӑри тарӑн шухӑша путнӑ та пӳрте ҫын кӗрсе тӑнине тӳрех сисмерӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫа йӑмӑхтармалла ҫиҫекен чечеке менелник ҫыннине тыттарса ӑна чуп-турӗ, юрӑри пек тӑсса: — Хваттерлӗ, пысӑк шалуллӑ ырӑ упӑшка тӗлне пулма сунатӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Леш юрӑри пек: ӑҫтарах вӑл урам, ӑҫтарах вӑл ҫурт?

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Людмила Семенова шӑрантаракан «Ӗ,мӗр сакки сарлака» юрӑри пек, «мӗнле пурӑнмаллине, пурнӑҫ тути-масине хӗрӗх урлӑ каҫсан тин ав пуҫлатпӑр чухлама».

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Юрӑри пек.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслупа Пинер пурнӑҫӗнче те ҫак юрӑри пекех пулса иртрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрӑри пекех: икӗ тӑшман, пӗтме маннӑ тӑшман, манӑн пуҫа ҫиме кавар тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл-ку сӑмах пирӗншӗн мар, Пирӗн юрӑри сыпӑк мар, — Ентимӗре тӗл пулас, Унӑн сӑнпе паллашас.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах хула та ӑна ӑшшӑн кӗтсе илмерӗ, юрӑри «пурҫӑн пурнӑҫа» кӑтартасса шантармарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗлӗкхи пек венчете тӑмаҫҫӗ вӗт, хай юрӑри пек, шӗшкӗ тӗмӗ айӗнчех венчет тӑваҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ятарласа сана курма килтӗм, Параму-ун, — ун ятне юрӑри пек тӑсарах калать Санюк.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Эпӗ ӑна юрӑри сӑмахсемпе хуравларӑм:

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Юрӑри пек пулнӑ Яриле старикӗн пурнӑҫӗ.

Словно о Яриле сложена эта песня:

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав юрӑри куҫҫульсем Пӗр чун патне ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫакӑн евӗрлӗ шӑранаҫҫӗ Анатолий Кипеч сӑввипе ҫырнӑ юрӑри сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Ҫав юрӑри аслӑ тӗллеве вӑл тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттерпе хуплани (ылмаштарни тесех калас мар) питех те тарӑхтарчӗ мана.

И меня досада брала, что великую цель, о которой говорилось в песне, он не то чтобы меняет, а загораживает четырехкомнатной квартирой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Юрлакансем патӗнчен шартах чакса, Фома вӗсем ҫине сехӗрленнӗ пекех пӑхса тӑнӑ, юрӑ ун кӑкӑрне сиксе вӗрекен хум евӗр капланса кӗнӗ, юрӑри хуйхӑн урнӑ вӑйӗ унӑн чӗрине ыраттарса хӗстернӗ.

Отшатнувшись от певцов, Фома смотрел на них с чувством, близким испугу, песня кипящей волной вливалась ему в грудь, и бешеная сила тоски, вложенная в нее, до боли сжимала ему сердце.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юрӑри сӑмахсем пирӗн боецсемпе командирсем тӑван ҫӗршыва ҫав тери юратнине, уншӑн мӑнкӑмӑллӑн савӑнса хӗпӗртенине, тӑван халӑх интересӗсемшӗн юлашки юн тумламӗ юлмиччен паттӑррӑн ҫапӑҫма хатӗррине тата ирсӗр тӑшмана ҫав тери курайманнине атакӑна ҫӗкленеҫҫӗ.

Какой мощью наливались голоса, когда сотни людей, идя в атаку, вкладывали в слова песни всю гордость своей Родиной, всю свою любовь к ней, всё своё мужество, всю ненависть и презрение к врагу.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех