Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлаччӑр (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каякансем, тархасшӑн, кайччӑр, Юрлакансем ялан юрлаччӑр, Эп ятламастӑп чӗрене.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Илемлӗ произведени, унӑн кашни сыпӑкӗ, кашни пуплевӗпе сӑмахӗ халӑха, партие усӑ патӑр, ӑна ӗҫ ҫыннисем савӑнса вулаччӑр, вуланӑ хыҫҫӑн вӗсен хаваслӑхӗ ҫӗклентӗр, пурӑнас, ӗҫлес килнипе вӗсем малалла туртӑнччӑр, савӑнса юрлаччӑр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫавӑнпа мӑнастир пуҫлӑхӗ пире кӗлӗ вӑхӑтӗнче ан юрлаччӑр тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫавӑнтах тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ шыв шӑнкӑртатса юхса вырттӑр, вӑрманта кайӑксем юрлаччӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Савӑнӑҫлине ыттисем юрлаччӑр, савӑнса пурӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Гурий Яковлевич хор хатӗрлеме хушрӗ, учительсем хӑйсем юрлаччӑр, терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫук, антив вӗсем иккӗн юрлаччӑр! — хӑпартланса каланӑ Ухтищев.

— Нет, пускай вот они две споют! — оживленно воскликнул Ухтищев.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапӑҫу умӗн вӑл тӑтӑшах ҫапла калатчӗ: «Ну, юлташсем! Ҫапӑҫас-тӑк ҫапӑҫас ӗмӗр мухтава тухмалла. Ан тив, Веселый ялӗ ҫинчен юрӑсем хурса юрлаччӑр!» — тетчӗ.

Перед боем он сказал: «Ну, товарищи, драться так, чтобы песни потом петь про село Весёлое».

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Вӗсем ан чирлеччӗр, ытларах йӑл кулччӑр та хаваслӑ юрӑсем юрлаччӑр тесе ҫырӑп.

— О том, чтобы они не болели, побольше смеялись и пели весёлые песенки.

Пиллӗкмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Мӗншӗн хӑвӑрт ан ӗҫлеччӗр-ха вӗсем, мӗншӗн ан юрлаччӑр?

Но еще бы не идти ей быстро, и еще бы не петь им!

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

31. Ҫакӑ ҫара Хӑвӑн халӑху — Израиль — аллине парсамччӗ, вӗсен ҫуран ҫарӗ те, утлӑ ҫарӗ те намӑс куртӑр; 32. вӗсене хӑратса пӑрах, вӗсенӗн чӑрсӑр вӑйне аркат; ҫапӑҫура путланса аптӑраса ӳкчӗр вӗсем; 33. вӗсене Хӑвна юратакансен хӗҫӗпе пӗтер, Санӑн ятна пӗлекенсем пурте Сана мухтаса юрлаччӑр, тенӗ.

31. Предай войско сие в руки народа Твоего - Израиля, и да будут они постыжены в силе и коннице их; 32. наведи на них страх и сокруши дерзость силы их; да будут они потрясены поражением своим; 33. низложи их мечом любящих Тебя, и да прославят Тебя в песнях все знающие имя Твое.

1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Кӗтӳсене ҫӑл патне хӑваласа килекенсем хушшинче те, ҫавӑнта та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлаччӑр, Израиль ҫулпуҫӗсене мухтаса юрлаччӑр! Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хапха умне тухнӑ.

11. Среди голосов собирающих стада при колодезях, там да воспоют хвалу Господу, хвалу вождям Израиля! Тогда выступил ко вратам народ Господень.

Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех