Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлаттӑмӑр (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫсерен эпир, чӑвашсем, пӗрле пухӑнса хамӑр чӗлхепе калаҫаттӑмӑр, юрӑсем юрлаттӑмӑр, ҫӗнӗ хыпарсем каласа параттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӗр вӑхӑтра чиркӳ енчи крыльца патне пухӑнса юрлаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн канма ларсан юрӑсем юрлаттӑмӑр, такмак калаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Эсир ҫырнӑ чӑвашла юрӑсене эпир театрта юрлаттӑмӑр, килӗшетчӗҫ вӗсем пире.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпир Эмилия Генриховнӑпа пӗрле артикульсемпе сӑпатсене вӗренеттӗмӗр, сӑвӑсем калаттӑмӑр, тепӗр чух тата шурлӑх салтакӗсем ҫинчен юрӑсем те юрлаттӑмӑр.

И мы зубрили с Эмилией Генриховной артикли и спряжения, стихи и даже песню пели — про болотных солдат.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир унпала вӑйӑсенче юрлаттӑмӑр.

Мы с ним на игрищах драли.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапах та хӑшпӗр чух юрӑсем юрлаттӑмӑр, пирӗн юррӑмӑр ак ҫапла пуҫланатчӗ ӗҫ хушшинче сасартӑк пӗри ывӑннӑ лаша пек ассӑн сывласа яратчӗ те, ерипен, вӑрӑммӑн ӗнермелли юрӑсенчен пӗрне таса пуҫлатчӗ; ун пек юррӑн хурлӑхлӑ, ҫепӗҫ кӗвви яланах юрлаканӑн чунне ҫӑмӑллатать.

Иногда мы пели, и песня наша начиналась так: среди работы вдруг кто-нибудь вздыхал тяжелым вздохом усталой лошади и запевал тихонько одну из тех протяжных песен, жалобно-ласковый мотив которых всегда облегчает тяжесть на душе поющего.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Университетра вӗреннӗ чухне Тамара Муцырева ертсе пыракан «Мерчен» ансамбльте юрлаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Эпир, виҫӗ пӗртӑван, пӗрле юрлаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Эпир парта хушшинче юрлаттӑмӑр, вӑл вара утса ҫӳресе пирӗнпе юрлатчӗ.

Мы пели сидя за партами, а она ходила и пела вместе с нами.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех