Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратура (тĕпĕ: юрату) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратура та, пурнӑҫра та.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юратура ҫичӗ ача пӑхса ӳстереҫҫӗ: Алина, Дарья, Мария, Софья, Юлия, Петр, Максим.

Воспитывают в любви семерых детей: Алину, Дарью, Марию, Софью, Юлию, Петра, Максима.

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3641505

Калава вуланӑ май йӑл кулмасӑр май ҫуках: «Ҫуллахи каникул сисӗнмесӗр иртрӗ, юратура вара манӑн пӗр ҫитӗнӳ те ҫук. Хӗре ыталама мар, ун ҫинчен пӗринпе те пырса калаҫман… Ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ, чун савни пулма пултаракан кандидатурӑсем – хула хӗрӗсем – ялтан кайса пӗтрӗҫ, унпа пӗрлех юрату шырани те кӑштах сӗврӗлчӗ темелле», – юптарать герой.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Ҫапла, юратура ӑнсах пымарӗ-ха Раманӑн.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑлтӑрсем ӗҫре те, юратура та ӑнӑҫу пуласса шантараҫҫӗ.

Звезды обещают вам успех в деловой и в любовной сферах.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратура вӗсем иккӗшӗ те ӑна-кӑна чухламан, ҫавӑнпа та пӑлханнипе, хӑюсӑр пулнипе, вӗсем хӑйсемшӗн пачах ҫӗнӗ тӗнче умӗнче тӑнине, ҫав тӗнчене кӗмелли алӑка хӑра-хӑрах уҫма пикеннине туйнипе вӗсен кӑкӑрӗсенче чӗрисем сиксе тухас пек тапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав ҫулсенче вӑл чӑн-чӑн юратура чи малтан тепӗр ҫыншӑн тӑрӑшас килнине те пӗлмен-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗҫре тата юратура ӑнӑҫу, лайӑх майсем тата лайӑх кӑмӑл парнелеме пултарӗ ку эрне.

Неделя может подарить успех в делах и в любви, хорошие возможности и отличное самочувствие.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче вара сире юратура ӑнӗ.

Зато на выходных вас ожидает удача во всём, что касается любви.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратура телей ҫуках пуль манӑн…

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ, юратура — урӑххи.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эпӗ телее юратура тупма тӑрӑшӑп, — хуравларӗ леш ӑна хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Юратура кирек хӑҫан та ҫирӗп чунлӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Уйӑх вӗҫӗчченех юратура ӑнӗ, ҫавӑнпа ку енӗпе ҫине тӑрӑр.

Любовная сфера будет лидирующей до конца месяца, поэтому сделайте на неё упор.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем юратура ӑнасса систереҫҫӗ, ҫавӑнпа кӗлетке илемне тимлӗх уйӑрӑр.

Сейчас звёзды благоволят любовным отношениям, поэтому уделите достаточно времени своему внешнем виду.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне лӑпкӑ иртӗ: юратура та, ӗҫре те.

Период обещает быть спокойным, как на личном фронте, так и по работе.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратура та йӑлтах лайӑх йӗркеленет.

В любовных делах всё складывается лучше некуда.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Алли-урисем лайӑх ӗҫлерӗҫ-ха, анчах чӗлхисем ҫав-ҫавах хӑпӑл-хапӑлах уҫӑлма васкамарӗҫ — ытла та асӑрхануллӑ хӗрпе каччӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, самаях ӑса кӗнӗскерсем, юратура пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвакансем, чи кирлӗ, чи хаклӑ сӑмахсен хакне, вӑхӑтне те виҫине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Коммерцире те, юратура ӗҫсем ӑнса пырӗҫ.

Будут удачными как коммерческие, так и любовные дела.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑтӑр ҫул хушши пӗрлешӳллӗ революци кӗрешӗвӗнче, творчествӑлла ӗҫре, туслӑхпа юратура вӗсен хаваслӑхпа савӑнӑҫ иксӗлми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех