Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратса (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑслӑлӑха парӑннӑ, хӑйсен ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлакан тата Чӑваш Ен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп.

Благодарю всех, кто занимается наукой, кто предан всей душой своему делу и вносит большой вклад в развитие Чувашии.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Ӑмӑртса ӗҫлекен ултӑ тӑванла республикӑри радиокомитетсем Хусан урлӑ паракан «Атӑлпа Урал хушшинче» передачӑсене те ӗҫ ҫыннисем юратса итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пӗр-пӗринпе социализмла ӑмӑртса ӗҫлекен виҫӗ колхоз — Украинӑри Винница облаҫӗнчи, Армян ССРӗнчи Калинин районӗнчи Н. С. Хрущев ячӗпе хисепленекен тата Кольцовкӑри В. И. Ленин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗсен В. М. Кавун, Г. М. Авдалян тата С. К. Коротков юлташсен перекличкине ӗҫ ҫыннисем юратса итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Мускава халь тӗнчери пур ӗҫ ҫыннисем те юратса итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӑл Тӑван ҫӗрне-шывне чунтан парӑнса юратать, хӑйшӗн кӑна мар, пӗтӗм обществӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, ҫынна юлташла пулӑшать, мӗншӗн тесен «кашни — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн», «ҫыншӑн ҫын — тус, юлташ тата тӑван» тенӗ сӑмахсем унӑн кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗнче; вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ та сӑпайлӑ, кил-йышра мӑшӑрне хисеплет, ачисене юратса пӑхса ӳстерет, вӑлах пурнӑҫри тӗрлӗ киревсӗрлӗхе тӳсме пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫапла ӗнтӗ, тепӗр хут калӑпӑр, пирӗн паянхи литература ӑна малалла тата хӑвӑрттӑн чечеклентерме, ырӑ ҫимӗҫсем партарма пултаракан писательсенчен, вӗсен халӑх юратса вулакан кӗнекесенчен чухӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсене кашни республикӑра лайӑх пӗлеҫҫӗ, юратса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑвӑр фермӑра пурӑнма пуҫланӑранпа Актай ӗҫе юратса туни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай пӑрӑва юратса пӑхнине те асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иртнинче вӗсем ман пукане театрне питӗ юратса пӑхнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫӑпата тӑвакансем ҫеҫ мар, кӗнчеле арлакансем, алса-чӑлха ҫыхакансем те Откан аппан ҫуртне юратса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юратса итлетчӗҫ купӑс кӗввине суранлӑ салтаксем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗртен кӑшт ҫӳллӗрех те ҫинҫешкерех кӗлеткеллӗ, сарӑ сӑнлӑ, пысӑк кӑвак куҫлӑ Петӗре Соньӑпа юнашар утса ҫӳреме питех килӗшсех каймасть пек те, хӗрӗ ҫавна юратса пӑрахрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ хӗрсене чӑн-чӑнласа юратса курман та-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ никама та чӑн-чӑнла юратса курман, пӗлессӳ килсен.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуйхӑрмаллах юратса пурӑнман ҫав эп унпа, йысна.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑмпай ялне пуҫласа яракансем ку вырӑна питӗ юратса килсе ларнӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр ӗҫне питӗ юратса ӳсрӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темиҫе кашӑк уйран ярса пӑтратать те, юлашки яшка йӳҫнипе йӳҫменнине пӗлме ҫук, питӗ юратса ҫиет ӑна Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ним пытармасӑрах калатӑп, эпӗ ӑна чӑннипех юратса пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех